Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлер-и, урасем утнă чухне?

Ĕçлер-и, урасем утнă чухне?

— Ай-ай,кин, çакăн пек шурă пысăк кăмпана ăçтан илсе килнĕ эсир? — тени хăлхана пырса кĕчĕ.

Анне тĕлĕнсе чашăкри çимĕçе çĕçĕпе касса илсе çăкăрпа çыртса чăмлама пуçларĕ.

— Шутсăр сĕтеклĕ-çке кăмпи.Пĕçермесĕр тăварланă-и ăна?

— Аякри вăрманта кĕтỹ кĕтнĕ чухне Петяпа пĕрле пуçтартăмăр, каçхине тасатса каткана сий-сий вырнаçтарса тăварларăмăр.

Эпĕ хама пуçласа астунă самант пулчĕ пулĕ çакă.

Анне чĕрçи çинче ларнă хушăра инке манăн урана пушмак тăхăнтарса ячĕ.

— Маня хĕрĕмпе Любăн ури пĕрешкелех, пĕрне юрасан теприне те хĕсмĕ тетĕп. Ачи килте мар-ха пирĕн.

Ку тăвансен çурчĕ пулчĕ иккен.

Ỹсетĕп. Эпĕ чăтăмсăррăн хам шкула каясса кĕтетĕп. Пуçласа пĕрремĕш хут парта хушшине ларатăп вĕт-ха. Пирĕн вĕрентекенĕмĕре Раиса Пантелеевна тесе чĕнеççĕ. Хушамачĕ — Кушникова. Икĕ класс — пĕр пỹлĕмре. Малтан вĕрентекен çамрăкраххисене урокра мĕн пĕлмеллине ăнлантарать, ун хыççăн — аслăраххисене.

— Ăçта каян, пукане?

— Тусăм патне каятăп, — тесе юрлатпăр.

Раиса Пантелеевна пире тĕрлĕ юмах вуласа паратчĕ, пурте хăлхисене чăнк! тăратса итлеççĕ. Мархва Трубинан «Шĕшкĕ» калавне еплерех ăша илтĕмĕр пĕчĕкскерсем, чунра нихçан манмалла мар йĕр хăварчĕ вăл: пĕтĕм йывăçа чĕрĕ тесе шутлаттăмăр, ара, çавăнпа туратсене хуçас-тăвас шухăш пĕр ачан пуçĕнче те пулман.

Энтепе ялĕн тỹпинче — вунă сăрт. Вĕсен хутлăхĕнче тĕрлĕ чечек ỹсет, чапăр курăкĕ таранах. Халĕ унта шкул ачисемпе, хамăр учительсемпе лартнă вăрман кашласа ларать.Пĕр сăрт тăррине хăпарсан çичĕ çухрăмра аннен çуралса ỹснĕ тăван ялĕ Лаш Таяпа мана час-часах хăй патне туртатчĕ. Ленинград блокадинче çапăçнă Миккуль куккан арăмĕ, ывăлĕ-хĕрĕсем пурăнатчĕç унта, кукка вăрçă хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Унпа пĕртăвансем — Валянти пысăк аппапа манăн анне. Тĕлĕнмелле: тăвансен хушамачĕ — Леонтьев, аннен упăшкин ячĕ — Ляванти, хăйĕн ашшĕ ячĕ те — Ляванти. Шăпа пуль ку!

Эпĕ сăрт тăррине хăпарса çитнĕ-çитменех çара уран Лаш Таяпа ялнелле пĕр канми ыткăнса чупаттăм. Тĕп киле çитсен Василий Леонтьевпа Владимир, Николай амăшĕ: «Люба, пахчана кĕрсе çырла татса çи, панулми пуçтар, унтан пỹрте кĕрсе вĕри апат çийĕпĕр», — тетчĕ.

Коля кукка халь çемйипе Берлинта пурăнать. Эпĕ астăвасса вăл шкулта вĕреннĕ чухне ялти сысна кĕтỹне кĕтетчĕ, ĕçрен таврăнсан лупас çине хăпарса хăй тĕллĕн купăс калама вĕренетчĕ, час-часах сехетсем юсатчĕ. Каярахпа клуб заведующийĕнче ĕçлерĕ, хор йĕркелесе районти уявсене хутшăнатчĕ, çынсене юрлаттарса-ташлаттарса савăнтаратчĕ, питĕ хаваслă çынччĕ вăл: шутсăр çăмăл ташлатчĕ,

Валянти, пысăк аппа, кĕнĕ-кĕменех: «Хĕрĕм, пулă ăшаларăм, ларса çи-ха», — тесе пуçран аллипе ăшшăн шăлатчĕ. Тăхăрвуннăран иртсен те унăн çăварĕнче пĕр шăлĕ кăна сурса ыратма тытăннăччĕ. Пĕринче вăл вĕри мунчаран тухрĕ те: «Люба, эпĕ пусăран халь тин ăсса килнĕ шыва ĕçетĕп, — терĕ, — лĕппипе ăш кỹпĕнсе каять».

Аннен мăшăрĕ Ляванти Çĕнĕ Арланкассинче вунă ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Вăл пултаруллă ар шутланнă-мĕн: тракторист, электрик пулнă май ĕçсĕр аптăраса ларман, вăрçăччен аннепе (ăна Уля тесе чĕнетчĕç) килĕнчен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт çавăрнă. Вĕсен Зоя ятлă хĕр ача çуралать. Хăйне вара çутă кĕртме Инçет хĕвел тухăçне яраççĕ.

Часах вăрçă пуçланнă хыпар çитнĕ. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕре йывăр аттисемпе таптаса Мускав, Сталинград патнелле талпăннă.

Аннепе Ляванти мăшăрĕ Канашра чукун çул вокзалĕнче тĕл пулмалла пулнă. Йышлă халăх хушшинче пỹрмен иккен аннене упăшкипе ыталашса уйрăлма. Асаттепе анне вара килтен илсе кайнă апат-çимĕçне каялла киле илсе таврăнаççĕ.

Ялта ватти-вĕтти уйра ĕçлет. Анне вăкăрпа Пăвана тырă турттарать. Çул çинче тем пăтăрмахĕ те сиксе тухнă: пĕррехинче тулли лаври михĕсем тарăн çырмана чăмаççĕ, анне куççульне çăтса вĕсене каялла урапа çине тиет те, кирлĕ çĕре çитерет.

Хĕрарăмсем ир пуçласа сĕм çĕрлеччен уйра кĕлте çыхнă, хĕлле йĕтем çинче молотилкăпа çапнă, тыррине сăвăрнă. Вăрçă нуши çинчен мана анне час-часах каласа паратчĕ. 1944 çулта Ляванти Украинăра партизан отрядĕнче фашистсемпе çапăçнă, вĕсене май килнĕ таран сăтăр кỹме тăрăшнă. Юлашки çырăвĕнче вăл: «Уля, кунта питĕ хăрушă, чĕрĕ юлма çук пулĕ, Зояна лайăх пăхса ỹстер», — тесе çырать. Тепĕр эрнеренех вăл вилни çинчен яла хăрушă хыпар çитет.

Анне икĕ эрне ура çине тăраймасăр чирлесе выртнă. Аппана пăхма вăхăтлăха кỹршĕсем хăйсем патне илсе каçнă. Кăштах хăйне çăмăлрах туйма тытăнсанах салтак арăмĕ ĕçе кỹлĕннĕ, тăшмана çĕнтермеллех!

Эпĕ вăрçă чарăнсан çичĕ çултан çуралнă, атте ăшшине туйса ỹсмен, унăн хăйĕн çемйи пулнă. Анне маншăн пурнăçра чи хаклă çын пулчĕ. Вăл мана ỹстерчĕ, çын турĕ.

Çулсем иртеççĕ. Ĕмĕрĕме тĕрлĕ шкулта ĕçлесе ачасене тăван чĕлхепе литература предмечĕсене вĕрентрĕм. Ĕçленипе пĕр вăхăтрах «Тылри инкесем», «Днепр паттăрĕ», «Чул чечек» поэмăсене çыртăм. Вĕсене ахальтен хайламан: ытла та ăша витернĕ-çке хаяр вăрçă. Ялта пурин те улăм витнĕ çуртсемччĕ, вĕрлĕк хапхасем çилпе хăлтăр-хăлтăр! туса чуна ыраттаратчĕç, пахчасене выльăх-чĕрлĕх кĕрсе таптаса пĕтеретчĕ вара.

Телевиденипе октябрь уйăхĕнче тĕнчери хутлав таблицин кунĕ тенине пĕлтерсен тĕлĕнтĕм, каллех ачалăха таврăнтăм. Арифметика урокĕ пырать. Николай Васильевич Богданов виççĕмĕш классене вĕрентет, вăл мана доска умне пример шутлама кăларчĕ. Пĕр вăхăт шухăшлам пекки тукаласа тăтăм пулĕ, унтан учитель: «Люба, Любушка, лар-ха, хутлав таблицине тимле, ăна тĕплĕн вĕренмелле пулать санăн», — тенине илтсен лăштах пултăм. Мĕншĕн тесен вăл çакна ытла та лăпкăн, сассине хăпартмасăр каларĕ. Мĕн каласси пур, ырă тĕслĕх. Ун пек ырă та ăшă чунлă вĕрентекенсем пире шкулсенче питĕ кирлĕ.

Аса илỹсем таçта илсе çитереççĕ. Пиллĕкмĕш класс ачисем ĕç урокĕнче тенкелсем ăсталатпăр: малтан йывăçран касса-якатса урисене лартмалла, унтан — ытти-хыттине. Арçын ачасен ĕçĕ ку тĕлĕшпе ăнăçлăрах пулчĕ, хĕр ачасен вара… Пуçласа эпĕ «3» паллă илтĕм.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Любовь ФЕДОРОВА,
сăвăç, вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code