Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Айван пулар мар

Айван пулар мар

Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче «финанс пĕлĕвĕ» ăнлав вăй илчĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ питĕ анлă.

Манăн пĕтĕм тытăма çавăрса илес тĕллев çук — пĕр ыйту тавра çеç кĕскен сăмахласшăн. Вăл вара пире кашнине пырса тивет, ачасем таранах.

Мошенниксем пирки. Хаçатсенче вулатпăр, телевизорпа куратпăр — мĕн кăна хăтланмаççĕ вĕсем! Хăть «кандидат диссертацине» хỹтĕлеме пултарăн çĕнĕлĕхсене шута илсен. Эпир вара çакланатпăр. Ватăсем кăна мар, çамрăк учитель, юрист таранах. Кама-кама та, кусене чике тăршшĕ лартни ултавçăсен пултарулăхĕн вĕçĕ çуккине пĕлтерет пулĕ.

Сан пата та, вулакан, пачах ют телефон номерĕпе шăнкăравлаççĕ-тĕр. Мана та час-часах. Çепĕç сасăпа майрасем хамăн ятăмпа тата атте ячĕпе чĕнеççĕ. Чăннипех çухалса кайăн çав. «Хочу порадовать: вам одобрен кредит», — тет вăл. Эпĕ вара, «Тавтапуç» сăмаха калама манмасăр, кнопкăна пусса çеç хуратăп. Темиçе кунтан каллех çыхăнăва тухаççĕ. Асăннă сĕнỹпех. Çав банк «хуçисем» хăш-пĕр чухне ĕç вăхăчĕ вĕçленсен те, канмалли кунсенче те канăç памаççĕ. «ФСБран», «ГАИнчен», «полицирен»… çыхăнакансем те йышланса кайрĕç, тупата.

Кăна мĕншĕн çыратăп? Айван пулар мар. Пирĕн пата нимĕнле службăран та никам та, нихăçан та шăнкăравламасть.

Н.ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code