Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тăвассин форматне çĕнĕрен тишкерме хушу панă

Олег Николаев Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тăвассин форматне çĕнĕрен тишкерме хушу панă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлнă тапхăрта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халаллакан уява ирттерес йĕркене çĕнĕрен тишкерме хушнă.

– Ку лару-тăрура нумай мероприятие малтанхи йĕркепе ирттереймĕпĕр. Дистанци технологийĕ анлă сарăлнă тапхăра шута илсе уяв саманчĕсене тĕрлĕ форматпа йĕркелеме, социаллă сетьсенче трансляцилеме тивет, – тесе палăртнă вăл.

…Олег Николаев «Вилĕмсĕр полк» акцие Интернет уçлăхĕнче хутшăнассине старт панă – унăн фронтра пулнă кукашшĕ пирки каласа паракан видеороликĕпе чылай çын паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ертÿçĕ çак акцие республикăра пурăнакансене пурне те хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code