Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушартан сыхланар

Пушартан сыхланар

Елчĕк район прокуратуринче район территорийĕнче вырнаçнă вăрмансене тата унăн лаптăкĕсене пушар тухас хăрушлăхлă тапхăрта вут-çулăмран сыхлас тата çак инкекрен асăрханас ыйтусене тишкерсе ведомствăсен хушшинче канашлу иртнĕ. Ăна район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Путяков ертсе пынă.

Канашлăва райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ А.Сайкин, Шăмăршă районĕнчи вăрман хуçалăхĕн представителĕсем А.Цыгановпа Г.Фомин хутшăннă. Унта пушартан асăрханса тата ăна хирĕç кĕрешсе пурнăçламалли ыйтусене тишкернĕ. Районти Шăмалак вăрманĕ Шăмăршă районне кĕрекен вăрман хуçалăхĕпе чикĕленни ыйтăва тата та çивĕчлетет. Раççей Федерацийĕн Правительствин 390 номерлĕ «Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке çинчен» йышăнăвĕ халăха вăрмансен çывăхĕнче уйрăмах тимлĕ пулма хистет. Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, общество пĕрлĕхĕсен, вăрман çумĕнче пурăнакан уйрăм çынсен тата çак территоришĕн яваплă граждансен юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланиччен е юр çăвичченех вăрман çумĕнчи 10 метр лаптăка çÿп-çапран, типнĕ курăкран, вут-çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрсенчен тасатсах тăмалла, е вăрман çумĕпе сухаласа йĕр ?вăл 0,5 метрпа танлашмалла/ тумалла. Ку енĕпе йĕркесене пăхăнман тĕслĕхсем те пур районта. Саккуна пăсакансене пуçран шăлмаççĕ.

Пушарсен пысăк пайĕ халăхăн тимсĕрлĕхне тата асăрханусăрлăхне пула тухать, унран сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнасчĕ, тимлĕ пуласчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code