Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх

Çĕнĕлĕх хыççăн çĕнĕлĕх

Уйрăм çынсен – Григорьевсен ритуал пулăшăвĕпе тивĕçтерекен предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тăтăшах анлăланса пырать. Клиентсен кашни кунхи ыйтăвне туллин тивĕçтернипе пĕрлех кунта çĕнĕлĕхсене алла илессине те кунта тĕп вырăна хураççĕ.

Хальхи вăхăтра çак предприяти районта пурăнакансене ритуал пулăшăвĕпе тивĕçтернисĕр пуçне ял çыннин хуçалăхне хăтлăлатма, хитрелетме май паракан тĕрлĕрен япала-хатĕр ăсталассипе те ăнăçлă ĕçлесе пынине пурте пĕлеççĕ. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми карти-хапхисене авса эрешленĕ тимĕртен тытса çавăрнă çынсем юлашки вăхăтра пĕрин хыççăн тепри ĕçлесе ывăннă хыççăн çемьепе ларса канмалли ятарлă вырăнсем – хÿшĕсем тăвасси, сăпка-чуччу тата ытти те вырнаçтарасси йăлана кĕчĕ. Вĕсене тума саккас паракансем кунта, чăннипех, сахаллăн мар – хамăр районтан анчах мар, Улатăр тăрăхĕнчен, Тутар Республикинчен те клиентсем йышлăн килсе çÿрени пирки палăртать Леонид Григорьев предприниматель. Çак ĕçри чăн ăстасем – Андрей Исаковпа Герман Иванов. Сварщик пулса тăрăшаканскерсем, хăйсен ĕçне пит тирпейлĕ те çыпăçуллă пурнăçлама пĕлнипе палăрса тăраççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: сварщиксем – Андрей Исаковпа Герман Иванов тата Тамара Иванова маляр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code