Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Амăшĕпе ачасене — тимлĕх

Амăшĕпе ачасене — тимлĕх

Демографи политики çĕршыв шайĕпех калаçтаракан ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ.

Регионта та, округра та ку тĕлĕшпе çивĕчлĕх пысăк. Çавна май асăннă ыйту тавра ăслăлăх конференцийĕсем, симпозиумсем ирттереççĕ, медицина специалисчĕсем вырăнсенче пулса халăхпа профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. Елчĕкри тĕп больницăра та Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсем асăннă ыйтăвах çĕклерĕç. Амăшĕсене тата ачасене медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелекен пай пуçлăхĕ Татьяна Хамзатова, Татьяна Полякова тĕп специалист неонатолог, акушер тата гинекологи ĕçĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Дерипаско Надежда Уркова тĕп тухтăрпа тата унăн заместителĕпе Галина Уфуковăпа тĕл пулнă май, уйрăмах ача çуратассипе çыхăннă ыйтăва мала хучĕç. Çавăнпа та аборт тутарнине сивлетпĕр эпир, вăл малашне ача çуратассинче йывăрлăх кăларса тăратĕ. Министерство представителĕсем çавăн пекех диспансеризаципе медицина тĕрĕслевĕн пĕлтерĕшне ỹстермеллине, пациентсене диагноз лартассине хăвăртлатмаллине тата сиплев пахалăхне лайăхлатмаллине палăртрĕç. Кунта ĕнтĕ хĕрарăмсемпе арçынсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслесси те тĕп вырăнта.

Ирина СМИРНОВА,
гинеколог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code