Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коррупци ыйтăвĕ

Коррупци ыйтăвĕ

çивĕч, вăл çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленỹллĕ. Çапах та унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кỹрет.

Мĕн вăл коррупци? Коррупци яланах çын хăй пайта курас тенипе, çывăх çыннисене услам кỹрессипе çыхăннă. Коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси çăмăл мар. Взяткăнах илер. Илекенни кăна мар, параканни те çакăн çинчен никама та систересшĕн мар.

Коррупципе кĕрешес ĕçре нормăпа право акчĕсене хатĕрлессин пахалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май республикăри прокуратура органĕсем коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсем пуррипе çуккине палăртас тĕллевпе власть тата управлени органĕсен акчĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Коррупцие хирĕç ĕçĕн ытти енĕ те пур — саккассем вырнаçтарассине, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассине, бюджет, çĕр, вăрман çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрасси тата ытти те.

Çапах та çакна пĕлсе тăмалла. Коррупци çулне пỹлес ĕçре кашни çын тỹрĕ кăмăллă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code