Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Преступленисен шучĕ чакнă

Преступленисен шучĕ чакнă

Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ прокурорĕ Александр Кудряшов, Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ Илнур Минигалиев хутшăннă.

Ларура чи малтанах Илнур Минигалиев сăмах илнĕ, вăл полицин оперативлă службин 6 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе доклад туса панă. Полици пайĕн ĕç-хĕлне тишкерес пулсан çакă паллă: кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 10 тĕслĕх таран чакнă (пурĕ 40 факт). Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 90,2 процентпа танлашнă. Малалла халăх суйлавçисем 2024 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана, Депутатсен пухăвĕн депутачĕсен хăш-пĕр йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртнĕ.

Округри вĕренỹ организацийĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата хĕрỹ точкăсенче паттăрлăхпа палăрнисен, наукăра, культурăра тата спортра çитĕнỹсем тунисен ятне парас Положение çирĕплетесси тĕп ыйтусен шутĕнче пулнă. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă Сергей Борисович Миллин ячĕпе вăл пурăннă Елчĕкри Мир урамĕнчи 17-мĕш çурт çинче Асăну хăми уçас ыйтăва та тишкернĕ.

Малашне Акчел ялĕнче «Акчел» ятпа территорири общество хăй тытăмлăхĕ йĕркеленĕ. Депутатсем территори чиккисене палăртас енĕпе те йышăну кăларнă.

Пухура ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code