Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çĕнĕ заведующи, çамрăк врач

Пĕтĕм тĕнчери врачсен кунне районти тĕп больница коллективĕ асра юлмалла паллă тунă.

Çак кун стоматологи уйрăмне ĕçлеме килнĕ çамрăка тухтăрсен йышне илнĕ. Ольга Смелова врач профессине чун-чĕрепе парăннине пĕлтерсе тупа тунă.

Кăшт маларах кăна стоматологи уйрăмĕн заведующине çирĕплетнĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа района 2011 çулта ĕçлеме килнĕ Андрей Алексеев стоматолог тухтăр заведующи тивĕçне пурнăçлама пуçăннă.

Ачасем сасăпа вулаççĕ

Пĕтĕм Раççейри Вулав кунĕпе килĕшÿллĕн республикăра, çав шутра районта та, «Сасăпа вуламалли кун» акци иртнĕ.

Районти тĕп библиотекăри ачасен уйрăмĕнче Сергей Георгиевăн «Дедушка» калавне сасăпа вуланă. Лариса Кудряшова заведующи Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитес умĕн çак калав уйрăмах çывăх пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, авторăн кун-çулĕпе паллаштарнă. Елчĕкри 4 «а» класс вĕренекенĕсем акцие хутшăнса хăйсен юратнă аслашшĕсем çинчен каласа панă.

Хитре ятсем

Районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 46 ача кун çути курнă.

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ытларах Кирилл, Матвей, София, Анастасия ятсем параççĕ. Çавăн пекех юлашки вăхăтра районта Герасимпа Яков, Варварăпа Владислава, Мирослава ятлисем те хутшăннă.

Районта тăхăр уйăхра 252 çын çĕре кĕнĕ, ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 5 çын сахалрах. Çак вăхăтра 40 çемье чăмăртаннă, 28 çемье уйрăлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code