Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕмпех ватăсемшĕн

Пĕтĕмпех ватăсемшĕн

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра пĕчченнисем, сывлăх енчен хавшанисем канлĕх тупнă. Эпир пĕтĕм условие вĕсене тивĕçтермелле йĕркелеме тăрăшатпăр. Пурăнмалли çурта, территорие яланах хăтлăхра, тирпейлĕхре тытса тăнисĕр пуçне, пысăк ĕçсемшĕн те çул уçă. Пĕлтĕр çĕнĕ мунча туса лартрăмăр. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе 455 пин тенкĕлĕх пушар сигнализаторĕсене юсанă. Кăçал, акă, 500 пин тенкĕлĕх генератор туянни те савăнăç — ăнсăртран вăхăтлăха çутă пĕтес пулсан пирĕн нимĕнле чăрмав та пулмĕ.

Пахча картине çĕнетсе улăштарни те курăмлă ĕç. 80 метр тăршшĕ сахалах мар. Ăна вырăнти ĕçченсем — Виталий Павловпа Сергей Осипов килĕшỹллĕн тытса хучĕç.

Çурт тăрри тахçанах юхăннăччĕ. Халĕ ĕнтĕ ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ. Подрядчик — Шупашкарти «Партнер» сахал яваплă общество ĕçе технологи условийĕсене пăхăнса контрактпа палăртнă срокра вĕçлерĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă сумма — 2 миллион та 670 пин тенкĕ.

Строительство организацийĕн ертỹçи — Борис Матвеев — Аслă Пăла Тимешрен. Вăл пирĕн округра çулсерен пысăк объектсем хута ярать. Ĕçченĕсем, хăйĕн пекех яваплăскерсем, ку тăрăхранах: Алексей Ягудинпа Николай Портнов Аслă Пăла Тимешрен, Александр Князевпа Андрей Салмин Лаш Таяпаран. Стационарта иртнĕ кунсенче округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров пулчĕç. Леонард Васильевич кунти пĕтĕмĕшле ĕç йĕркелĕвĕпе те, подряд организацийĕ вĕçленĕ объектпа та кăмăллă юлнине палăртрĕ.

Антонина ОСИПОВА,
стационар заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code