Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн пуçăмăрсене таятпăр…

Мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн пуçăмăрсене таятпăр…

Майăн 9-мĕшне çĕршывра пурăнакан кашни çын хумханса тата савăнса кĕтет. Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă тата Европăри халăхсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене, Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене, салтак арăмĕсене сума сăватпăр, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсене асăнатпăр.

Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 74 çул çитнине халалланă мероприятисем майăн 8-мĕшĕнче пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç – ял халăхĕ паттăрсене чысларĕ, «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕ. Маларах кашни ялтах çак уява ветерансем илем кÿретчĕç, ял халăхне хăйсем курнă вăрçăн терт-нушипе тĕплĕн паллаштаратчĕç. Çакă граждансене, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, патриотла воспитани парас ĕçре витĕмлĕ вăй пулса тăратчĕ. Шел пулин те, ветерансем çулран-çулах сайралса пыраççĕ. Районта 53 ял пулсан, вĕсенче паянхи кун 13 вăрçă участникĕ, вăрçă участникĕн 72 арăмĕ, 427 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ветерансен пысăк пайĕ вырăнпа выртать. Хăш-пĕр ялта Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга çын сайра хутшăнать. Çавна май ертÿçĕсен енчен халăх патне çакăн пек сĕнÿ пулчĕ: майăн 8-мĕшĕнче иртекен мероприятисенчен пăрăнмалла мар – «Вилĕмсĕр полк» акцие йышлăн хутшăнмалла. Çакă 1418 талăка тăсăлнă, 2600 километр лаптăк çĕр çинче пăшал сассипе кĕрлесе ял-хулана çунтарнă вăрçăра пурнăçне хĕрхенмесĕр çапăçнă ветеран-фронтовиксене /вĕсем кашни çемьеренех пулнă/ асра тытма май панипе пĕрлех çамрăксенче патриот туйăмне аталантарма та пулăшать.

Район центрĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа «Факел йăтса утасси» ятпа иртнĕ акцие хутшăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем чи малтанах Çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пуçтарăнчĕç – факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса Тĕп лапамра чарăнчĕç. Çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем çĕнтерÿçĕ салтака халалланă палăк умне гирляндăсем хучĕç.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен, культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен юрри-сăввисем хыççăн тÿпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленчĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем 9 сехет тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрÿ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тÿпине хÿтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç. Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче иртекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿссе пынине палăртмалла – пĕрлехи колоннăра халăх кăçал уйрăмах йышлă пулчĕ. Чылайăшĕ çемйипех хутшăнать унта. Çак акци мирлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене /сăн ÿкерчĕкре те пулин/ стройрах юлма, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварма, вăхăта тата ăрусене çыхăнтарма пулăшать. Салтакăн яланах стройра пулмалла. Кашни çын акцие тепри хистенипе мар, чĕре ыйтнипе хутшăнса стройра кăмăллăн утни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Вăрçăра пулнă тăванĕсен портречĕсене йăтса çак акцие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ытти ертÿçĕсем хутшăнчĕç. «Священная война», «День Победы», «Победа» тата вăрçă вăхăтне сăнарлакан ытти юрăсен сăмахĕсем чĕре витĕр сăрхăнса тухса патриотлăх, Тăван çĕршыва юратаслăх тата уншăн мăнаçланаслăх туйăмсене вăйлатрĕç. Туслăн урра! кăшкăрни таврана саланчĕ.

Тĕп лапамра уяв малалла тăсăлчĕ – палăк умне вырнаçнă ветерансем Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятин илемĕ пулчĕç. Уява хутшăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламласа çирĕп сывлăх, тăнăç та мирлĕ пурнăç сунчĕ. Тăван çĕршывăмăра чунтан парăннă халăхăмăрăн паттăрлăхне пула совет халăхĕ çак тан мар вăрçăра çĕнтерме пултарнине, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассинче ветеран-фронтовиксемпе пĕрле тыл ĕçченĕн тÿпи те пысăк пулнине палăртнă май вăл çапла каларĕ:

– Нуша халăха пĕр чăмăра пĕрлештернĕ, пĕрле тÿссе ирттернĕ асап паян ветерансен ачисемпе мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен чĕрисенче упранать. Çак мирлĕ тÿпешĕн эпир сирĕн умăрта ĕмĕрех парăмра.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Раççей Оборона министерствин тĕп штабĕн полковникĕ Владимир Теллин хутшăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пынă май çĕнтерÿçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе тÿсĕмлĕхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç вĕсем.

Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.

Культура ĕçченĕсем, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсен юрри-ташшисенче вăрçă çулĕсене, мирлĕ вăхăта сăнларĕç. Вĕсене сăнанă май ветерансем иртнĕ вăхăта аса илчĕçех пуль, куçĕсенче çутă тумламсем йăлтăртатрĕç.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упраннине палăртса, паттăрсене сума суса районти предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, «хĕрÿ точкăсене» хутшăннă ветерансем, общество организацийĕсен представителĕсем, палăксемпе обелисксен умĕсене чечек кăшăлĕсем хучĕç. Тĕп лапампа çамрăк армеецсен ушкăнĕсем мăнаçлăн иртни йăлана кĕнĕ чи хаваслă самант. Вĕсене сăнанă май куç умне вăрçă хирĕ те, мирлĕ вăхăт та, паянхи кун çĕр-шыв тăнăçлăхĕшĕн çар ретĕнче тăракансем те туха-туха тăраççĕ. Кăçал шкулсенчи çамрăк армеецсемпе пĕрле пуçласа район центрĕнчи «Чебурашка», «Хĕвел» тата «Шевле» ача сачĕсен воспитанникĕсем çак парада хутшăнни уяв илемĕ пулчĕ. Çакă ачасене мĕн пĕчĕкрен çĕршыва юратса çитĕнтерме, мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсене асра тытма пулăшнине палăртрĕç уява хутшăннисем. Тĕп лапампа ретро автомобильсен колонни иртни те чунсенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Тупăсене, «Катюшăна», миномета, çар кухнине, ДТ-54 трактора /Елчĕкри сельхозтехника предприяти умĕнче 30 çула яхăн палăк вырăнĕнче тăнăскере Н.Енедеров /Тăрăм/ тăрăшнипе çĕнĕрен «строя» тăратнă/ халăх интересленсех сăнарĕ. Сăмах май, вăрçă вăхăтĕнчи тата каярах çулсенчи техникăсен куравне Юрий Миллин /Патреккел/ ентешĕмĕрĕн пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ.

Спорт мероприятийĕсем уяв программине анлăлатрĕç.

Çак кун тĕп лапамра Елчĕкри историпе краеведени халăх музейĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ куçса çÿрекен курав та ĕçлерĕ. Халăх вăрçă çулĕсенчи салтаксен тумĕсемпе, çапăçу хатĕрĕсемпе, çырăвĕсемпе кăсăклансах паллашрĕ.

Уяв хыççăн ветерансене тата уява хутшăннисене салтак кухни йыхравларĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: уяв саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code