Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Онкопатруль çула тухнă

Онкопатруль çула тухнă

Республикăри онкологи диспансерĕнче 2015 çултанпа «Онкопатруль» проект ĕçе кĕнĕ. Куçса çÿрекен маммографпа усă курса хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ.

Цифрăллă маммографсемпе тивĕçтернĕ рентген комплексĕ кăçалхи 4 уйăхра – 3700, июнь уйăхĕнче 580 хĕрарăм сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кăçал тата çĕнĕ йышши автомобиль çула тухнă. Ăна республикăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăрнă.

Хальхи вăхăтра кăкăр чирĕ чи анлă сарăлнисенчен пĕри шутланать. Çулталăкра 400 ытла тĕслĕхе тупса палăртаççĕ. Телее, вĕсенчен 90 проценчĕ сиплев курсĕ витĕр ăнăçлă тухать.

Куçса çÿрекен комплексăн ĕç графикĕпе онкодиспансерăн сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code