Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Т.Васильева çĕнтернĕ

Т.Васильева çĕнтернĕ

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче «Çула çитмен ачасен чи лайăх общество воспитателĕ-2020» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса халăха социаллă пулăшу паракан центрăн уйрăм заведующийĕ Зинаида Орлова, Яманчÿрелĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Васильева, Надежда Обожгеева библиотекарь, Хĕрлĕçырти, Яманчÿрелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем Лилия Осиповăпа Тамара Рахмуллина тата «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ Александр Купташкин хутшăннă. Татьяна Васильева районти конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çĕнтерÿçĕпе конкурса хутшăннисене грамотăсем, свидетельствăсем тата парнесем парса чысланă.

Сăн ÿкерчĕкре: чыслав саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code