Санкт-Петербургра кире пуканĕ йăтассипе Раççей Кубокĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 45 регионтан 250 ытла спортсмен хутшăннă.
Чăваш Ен атлечĕсем пьедестал çине виççĕн хăпарнă, çав шутра Анатолий Узюкин спорт мастерĕ те. Вăл 68 килограма çитичченхи виçере 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Таяпа Энтри каччи — Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ — ăсталăха «Энергия» спорт шкулĕнче туптать.

