Тунтикун округ администрацийĕн пысăк залĕнче округри Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Егоров хутшăннă. Ларăва Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă.
Ларура пĕтĕмпе ултă ыйту пăхса тухнă. Республика представителĕсем коммуналлă хытă каяша турттарассин тỹлевĕпе, свалкăсене рекультиваци тăвассипе, çỹп-çапа сортлакан комплекссем йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.
Округ пуçлăхĕн çумĕ Марина Павлова ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пырса тивекен хăш-пĕр çăмăллăхсем пирки пĕлтернĕ. Уйрăммăн илсен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчи 120-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн, маларах асăннă категорири çынсене тара илнĕ пурăнмалли пỹлĕмшĕн тỹлессинчен хăтараççĕ. Депутатсем йышăнăва пĕр саслăн пулса çирĕплетнĕ.

