Чăваш Ен туристсене мĕн сĕнме пултарать? Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Мир» телеканала панă интервьюра каласа кăтартнă.
Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çирĕплетнĕ килĕшỹсемпе çеç Шупашкара 750-760 теплоход килмелле (пĕлтĕр 659 пулнă). Туристсен юхăмĕ пĕлтĕрхинчен 30 процент ỹснĕ. Ытларах турист йышăнма пирĕн инфратытăм хатĕр теме те пулать, анчах кирлĕ шая çитеймен-ха. Çулталăк пуçламăшĕнче хăна çурчĕсенче сертификациленĕ 2200 номер палăртнă, ку сахалрах. Халĕ модульлĕ 7 объектпа ĕçлеççĕ, 5 çăлтăрлă хăна çурчĕ кĕçех туса пĕтермелле, вара тата 290 номер хушăнĕ. Хаусботсем те тăваççĕ. Чăваш Енре автотуризм йĕркелеме палăртнă.