Пĕлтерме васкатпăр: Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнă.
Ĕçлекен пулманран аваллăх çурчĕ чылайранпа хупă тăнăччĕ. Халĕ унăн пуçлăхĕ — Александр Васильевич Романов. Вăл килсе çỹрекенсене йышăнма тытăннă та ĕнтĕ.
Музей шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кун 8 сехетрен пуçласа 15 сехет те 30 минутчен (апат вăхăчĕсĕр) ĕçлет. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-60-98.