Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлеççĕ

Пĕр шухăш-тĕллевпе ĕçлеççĕ

Кармал ялĕнчи Семеновсен хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тесе Кăнтăр урамĕ вĕçнех çитрĕмĕр. Çил-тăман алхаснине пăхмасăр Василий Николаевич хуçалăхне утатпăр. Юр хỹсе кайнине кура çăмăл машинăпа çитме çук унта.

Хирте палламан çынсем утнине, йытăсем вĕрнине кура пире хирĕç çамрăках мар арçын утни курăнчĕ.

— Йытă çулĕ ăнăçлă та ỹсĕмлĕ çул пултăр тесе туссене йышлă тытатăр-и? — ыйтрăмăр чи малтанах унран. Пăхсах курăнать, кунта ĕçлекен вăл.

— Хирте йытăсăр май çук, — терĕ вăл.

Паллашрăмăр. Николай Георгиевич Семенов, шăпах çемьепе хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелес ĕмĕте пурнăçа кĕртнĕскер. Ывăлне вырăнта тĕл пулайманран ашшĕпе калаçрăмăр.

Ĕçсĕр пурăнма хăнăхман кил хуçи. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăхра тракторпа тăрăшнă. Ăста механизатор пулнипе палăрнă. Хуçалăх салансан çĕр ĕçне кăмăллакан арçын юлташĕсемпе канашланă хыççăн усăсăр выртакан çĕрсене илнĕ, хăйĕн çĕр пайĕ çинче ĕне вити туса лартнă. Ултă теçеткене хыçа хăварнă ашшĕ хăйĕн шухăшне ачисене пĕлтерсен вĕсем унпа хаваспах килĕшнĕ. Хресчен ĕçĕнчен ачисем те хăрамаççĕ, ывăл-и вăл е хĕр _ ашшĕпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен гусеницăллă трактор çине ларса суха тунă.

— Атте кăштах кантăр, вĕри апат çитĕр тесе хам та ДТ-75 тракторпа сахал мар çĕр сухаланă, — тет Надя хĕрĕ.

Çĕр ĕçне юратнисĕр пуçне килте выльăх-чĕрлĕх нумай усранă Семеновсем. Халĕ те хуçалăхра 17 сăвăнакан ĕне шутланать, ытти ĕне выльăх йышне те çулсерен ỹстерсе пыраççĕ.

— Ачасем хуçалăх ĕçĕпе района кайнă. Ĕне выльăхсем паян ман çинче. Тĕттĕмленмесĕр те килеймеççĕ-ха вĕсем, — пĕлтерет 68 çулхи Николай Георгиевич.

— Ара, пĕччен ун чухлĕ ĕнене сума çăмăл мар вĕт?

— Хăнăхнă ĕнтĕ. Эпир пур ĕçе те хамăр тăватпăр, çынна тытса ĕçлеттермен.

— Канса та ĕлкĕрейместĕр пулĕ, çамрăках мар вĕт çапах та?..

— Ыйхă мĕнне пĕлместĕп эпĕ. Хальхи вăхăтра ĕнесем пăрулама пуçларĕç те, киле апат çиме кăна кайса килетĕп. Ытти вăхăт кунтах иртет, — ăшшăн пуплет ĕç ветеранĕ.

Семеновсен выльăхсемсĕр пуçне 125 гектар çĕр шутланать. Вăл шутран 40 гектарĕ — Аслă Таяпа тăрăхĕнче.

— Усăсăр выртакан, тем çỹллĕш хыт хура ỹссе кайнă çĕре йĕркене кĕртес тесе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăккаламарăмăр пулĕ, халĕ çав çĕрсен хуçисем тупăнма пуçланинчен тĕлĕнетĕп, — пăшăрханăвне пĕлтерет Надежда хĕрĕ.

Вăл çемье ĕçĕн докуменчĕсене йĕркелесе пырать. Тăван ялне Елчĕкрен мăшăрĕпе пĕрле ĕçе çỹрет. Хальхи вăхăтра тăватă пĕр тăван та хресчен ĕçĕпе тăрмашать.

— Атте пире пĕлсе ертсе пырать. Вăл пирĕн маттурскер. Çу кунĕсенче ĕнесене кĕтĕве илсе тухать те юланут çинчен те анмасть, — тет Надежда çывăх çыннипе мăнаçланса.

Çавăн пекех çамрăксем тырă акма ашшĕне кăна шанаççĕ. Ĕççи вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умĕнче лараканни те вăлах. Районта чи ватă та хисеплĕ комбайнер тесех калас килет ăна. Çамрăксен кашнийĕн хăйĕн яваплă ĕçĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр шухăш-тĕллевпе тăрмашаççĕ вĕсем. Пĕр чăмăрта пулни малалла талпăнма хистет те ỹркенменскерсене.

Утă-улăмне, сенажне çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кỹршĕри хуçалăхсем те вĕсене пулăшу аллине тăсаççĕ. Кĕлет тулли тыр-пул хатĕрленĕ. Техника та сахал мар. Вĕр çĕнĕ Беларуç трактор куç тĕлне пулчĕ.

— Ăна эпир патшалăх пулăшăвĕпе туяннă. Хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма пулăшнăшăн патшалăх ертỹçине, районти, республикăри пуçлăхсене тавах, — теççĕ Семеновсем пĕр шухăшлăн.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code