Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нушине куртăмăр, авăнмарăмăр пур пĕрех

Нушине куртăмăр, авăнмарăмăр пур пĕрех

Пирĕн, вăрçă ачисен, ачалăх çăмăл килмерĕ. Атте, Зиновий Леонтьевич Квасов, 1942 çулхи май уйăхĕнче Аттелĕхĕн аслă вăрçине тухса кайнă та унтан таврăнаймарĕ. Виçĕ пĕртăван тăлăха тăрса юлтăмăр. Вăрçă вăхăтĕнчи ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ. Ир тăрсанах хире ĕçлеме тухаттăмăр. Пучахсем пуçтараттăмăр. Ĕç хыççăн вара пире колхоз столовăйĕнче вĕри апат çитеретчĕç. Эх, мĕнле тутлăччĕ ун чухнехи шỹрпе!

Кĕркунне аслисем патшалăх валли хур пуçтаратчĕç. 500-600 пуçа çитсен эпир, 10-12 ача, вĕсене хăваласа Канаша илсе каяттăмăр. Икĕ талăкра çитеттĕмĕр кирлĕ çĕре. Хурсем хăваласа килнĕшĕн пире тутлă апатпа сăйлатчĕç.

Анне пире пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарчĕ. Ир-ирех тăратса тырă вырма илсе каятчĕ. Хăйне пĕр пай, тетене тепĕр пай, аппапа мана пĕр пай виçтерсе илетчĕ.

1948 çулта колхозăн лаша витине аçа çапнăран янаварсем пурте çунса кĕлленчĕç. Хресченшĕн чĕр нуша пуçланчĕ. Арçын ачасемпе ватăсем вăкăрсене кỹлме вĕрентес тесе ах! нушалантăмăр. 1950 çулта Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Турхан, Кĕçĕн Шăхаль ялĕн çыннисем пĕрлешсе Мичурин ячĕллĕ колхоз йĕркелерĕç. Виçĕ ял лашисене пĕр пек пайланăран Çĕнĕ Пăвасем те лашаллă пултăмăр. 1951-1954 çулсенчи вырма вăхăтĕнче виçĕ лаша туртса пынă жнейкăпа тырă выраттăмăр, ун хыççăн кĕлтесене лашасемпе турттарса йĕтеме капана хываттăмăр. Кĕркуннерен пуçласа январь уйăхĕ вĕçĕчченех ял халăхĕ йĕтемре тырă çапнă.

1955-1957 çулсенче колхозри ĕне ферминче вăй хутăм. Хĕлле скотникре, çулла вара ĕне кĕтĕвĕ кĕтрĕм. Тăрăшуллă ĕçшĕн колхоз мана чаплă хура вăрăм пальто парнелерĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн техника кăсăклантарма пуçларĕ. Малтанах ДТ-54 тракторпа хĕлле вăрман турттарнă çĕрте грузчикре, ака вăхăтĕнче плугарьте тăрăшрăм. Икĕ çул ялти çамрăксемпе Оренбург облаçĕнче завод тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Унтан таврăнсан, 1962 çулхи октябрь уйăхĕнче, пилĕк çул тỹпери çăлтăрсене шутласа туслă çỹренĕ кỹршĕ хĕрĕпе, Наталия Курчинăпа, çемье çавăртăмăр. Ĕмĕр асра юлмалла туй, çăнăхта кĕрлеттертĕмĕр.

1963 çулта çемьепе Ульяновск облаçне ĕçлеме тухса кайрăмăр. 1964 çулхи ноябрьте мана салтака илчĕç. Çарти ỹсĕмсемшĕн тăван ялта отпускра пултăм, медале тивĕçрĕм. Иккĕмĕш ача çуралсан çар тивĕçĕнчен хăтарчĕç.

1967 çулта тăван яла каялла таврăнтăмăр. Йывăç çурт лартрăмăр. Колхоза ĕçе кĕрсенех МТЗ-50 трактор шанса пачĕç. Кустăрмаллă трактор çинчен анмасăрах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Ĕççи вăхăтĕнче çулсерен комбайн штурвалĕ умне лараттăм.

Мăшăрăм ĕçре хастар, ỹркенмен хĕрарăм. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ _ 58 çул. Тăван колхозра бригадир пулăшаканĕнче те чылай çул вăй хучĕ. Наталия Николаевнăпа 55 çул пĕр-пĕрне ăнланса, ывăлăн çемйипе килĕштерсе, пĕрле пурăнатпăр. Радик «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ăста механизаторсен йышĕнче. Кинпе ывăлăм пире лайăх пăхаççĕ. Ырă та сăпайлă кинпе савăнатпăр.

Çемье пĕчĕк мар пирĕн. Тăватă хĕр те пĕр ывăл ỹстертĕмĕр. Рая Шупашкарти чăлха-нуски фабрикинче бухгалтер пулса ĕçлет. Люда Çĕрпỹ хулинчи столовăй заведующинче тăрăшать. Алена Çĕрпỹ хулинче халăха социаллă пулăшу паракан центр заведующийĕ. Ирина — Красноармейски районĕнчи çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор. Ачасем — пирĕн савăнăç, телей.

Ватлăхра сывă пурнăç йĕркипе пурăнассине тĕп тĕллев вырăнне хуратăп. Хĕлле йĕлтĕр çине тăратăп. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кросĕ» массăлла чупусене хаваспах хутшăнатăп. Çулла пушă вăхăтра пулă тытма кăмăллатăп, кашни кунах велосипедпа ярăнатăп. Халĕ пурнăç питĕ лайăх, ырăпа пурăнма кăна пĕлмелле. Паллах, ĕçрен ỹркенмелле мар.

Федор КВАСОВ.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Квасовсен туслă çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code