Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашнийĕшĕ хăй ĕçĕнче опытлă

Кашнийĕшĕ хăй ĕçĕнче опытлă

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ хыçра ĕнтĕ. Механизаторсем пĕр шухăшлă, кал-кал тăрăшнăранах вырмана кĕске срокра, пысăк пахалăхпа вĕçленĕ.

Хуçалăх уй-хирĕсенче 3 комбайн пĕр тикĕс ĕçленĕ. В.Козлов, А.Чернов, В.Яковлев комбайнерсем 641 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. В.Львов, А.Иванов, О.Кузнецов водительсем тырра йĕтем çине турттарнă çĕрте пысăк хастарлăх кăтартнă. А.Воронов водитель йĕтемри тырра кĕлете турттарнă. Тырă сортлакан агрегатсене А.Вороновпа Н.Григорьев сортировщиксем тухăçлă ĕçлеттернĕ. Г.Александров механизатор улăм пресланă. К.Марков тракторист вара тюкланă улăмсене ферма территорине турттарнă. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте В.Баранов, кĕрхи çĕртме сухи тунă çĕрте Н.Денисов трактористсем тăрăшуллă.

Юрий Уткин механизатор мĕн ачаран комбайн штурвалĕ умĕнчен анман. Шкул ачи чухнех ашшĕпе «уй-хир карапне» тытса пынă. Каярахпа хăй комбайн çине ларса тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

1979 çултанпа тăван хуçалăхра тĕрлĕ техникăпа вăй хурать Юрий Алексеевич. Пуян опыт пухнă механизатор кирек мĕнле техника шанса парсан та ăна тухăçлă ĕçлеттерет, юсавлă тытать. Çак кунсенче вăл вăрлăхлăх люцернăна вырса пĕтернĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Ю.Уткин механизатор.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code