Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Преступленисен çулне пỹлер

Преступленисен çулне пỹлер

Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче РФ Следстви комитетне йĕркеленĕренпе 7 çул çитет. Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ 2017 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетни те шăпах çак вăхăтпа пĕр килет.

Кĕскен аса илес пулсан: РФ Следстви комитечĕ 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи (403 №) Федерацин «РФ Следстви комитечĕ çинчен» саккунĕпе тата РФ Президенчĕн 2010 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи тата 2011 çулхи январĕн 14-мĕшĕнчи Указĕсемпе килĕшỹллĕн йĕркеленнĕ. Следстви комитечĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсем хушшинчи следстви пайĕнче хальхи вăхăтра 6 çын ĕçлет.

Право сыхлавĕн çĕнĕ органĕн тивĕçĕсемпе тĕп тĕллевĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ: РФ Уголовлă процессуаллă кодексĕпе килĕшỹллĕн, чи хăрушă преступленисене — çынна вĕлернин, çынсемпе суту-илỹ тунин, çавăн пекех ĕç укçи тỹлеменнин, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснин, коррупци сĕмĕллĕ преступленисен … (ку шута РФ Уголовлă кодексĕн 140 ытла статйи кĕрет) тĕслĕхĕсене васкавлăн та пахалăхлăн уçса памалла.

2017 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ преступлени туни çинчен пĕлтернисене пăхса тухнă хыççăн 68 уголовлă ĕç пуçарнă, 63-шĕ тĕлĕшпе тĕпчев ĕçĕсене вĕçленĕ. Следстви палăртнă тăрăх, преступленисем тунă сиен 1530000 тенкĕпе танлашнă, вăл шутран 948000 тенкине саплаштарнă. 2017 çулта следстви уйрăмĕнче 100 ытла граждана хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă.

Отчетлă тапхăрта 4 çынна вĕлернине тĕпчесе пĕлнĕ. Следовательсем çине тăрса ĕçленипе 2011 çулта уçăмлатайман 1 преступление тупса палăртнă. Иртнĕ çул преступниксенчен 8 çул çитмен çамрăк хур курнă.

Следстви пайĕн 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май пĕрлехи ĕçшĕн прокуратура, шалти ĕçсен органĕсен, федераци хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсене тата право сыхлавĕн ытти органĕсенче ĕçлекенсене тав тăватпăр.

А.ИВАНОВ,
следстви пайĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code