Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр-пĕрин ĕçне курса хавхаланнă

Пĕр-пĕрин ĕçне курса хавхаланнă

Таяпа Энтри ялĕнче колхоз пĕтсе ларнă вăхăт халĕ те куç умĕнче. Колхоз пурлăхĕ пĕтĕмпех чăл-пар саланчĕ, ĕнесемпе сыснасене сутса пĕтерчĕç, фермăсене йăлтах ватса салатрĕç, çывăхра пурăнакансем килĕсене йỹнĕ хакпах кирпĕч тата ытти стройматериал турттарчĕç. Тукасри автопарк пулнă вырăнти кирпĕчрен хăпартнă вăрăм склада та ватрĕç. Тукас çыннисем пурте хăпса тухрĕç унта, пурте хăйсем валли лумсемпе, кувалдăсемпе ката-ката купана хыврĕç, кайран килĕсене турттарчĕç. Пасарти пек çын хĕвĕшрĕ çав кун ялта. Кирпĕчшĕн никама та пĕр пус укçа тỹлемен, ыйтакан та пулмарĕ. Эпир те мăшăрпа хамăр валли кирпĕч хатĕрлерĕмĕр. Ун чухне иксĕмĕр те çамрăк пулнă та, кирпĕч стенана салатма вăй-хал çитернĕ.

Колхоз пурлăхĕ епле хăвăрт саланса пĕтнине халăх сиссе те юлаймарĕ. Хуçасăр уй-хирсем, тыр-пул акса илесси те никама та хумхантармарĕ. Çĕрсене ял çыннисене пайласа париччен хирсем пушах выртрĕç. Пĕтĕм уй-хирте çум курăк кашласа ларчĕ. Ялта вара пултаруллă çынсем тупăнчĕçех. Вĕсем ыттисен пай çĕрĕсене арендăна илсе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелесе яма пултарчĕç. Пĕр-пĕрин тăрăшулăхĕпе теветкеллĕхне курни вĕсен чун-чĕринче тата ытларах хавхалану çуратрĕ пулĕ. Агроном пулса ĕçленĕ Анатолий Васильевич Петров хăраса тăмарĕ, чи нумай гектар çĕр çинче ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл кирлĕ ял хуçалăх техникине туянса колхоз çĕрĕн пысăк пайне тырă акса çитĕнтерме ĕçлесе хатĕрлерĕ. Хальхи вăхăтра та унăн тырă анисем шыв пек пĕр тикĕс ешереççĕ, вĕсенче çум курăк пĕрчи тупаймăн. Çакна кура фермер кашни çул тухăçлă тыр-пул алла илет. Çĕр ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă Анатолий Петров 70 çула çитнĕ пулсан та унăн вăй-халĕ иксĕлмест. Мĕншĕн тесен унăн ĕçне малалла тăсаканĕ Сергей ывăлĕ пур. Вăл мĕнпур ĕçе тума пултарать: тракторпа ака-суха тăвать, комбайн штурвалĕ умне ларать, КАМАЗ автомашинăпа элеватора тырă леçет… Ашшĕн пĕтĕм шанăçĕ халĕ ывăлĕ çинче. Малтанласа яваплă ĕçе йĕркелесе пыма А.Петрова колхозра чылайранпа бухгалтер пулса вăй хунă мăшăрĕ — Галина пысăк тĕрев панă. Петровсен мăнукĕсем те халех (вĕсем тăваттăн) çĕр ĕçĕпе, ял хуçалăх техникипе кăсăкланаççĕ

Тепĕр фермер — Федор Алексеевич Шадриков — севок акса ỹстерессипе округра чи пултарулличчĕ. Аякри хуласене мĕн чухлĕ севок леçмен-ши вăл? Кашни çул чи лайăх сортлă севок туса илетчĕ. Тата мĕн чухлĕ çын ун патĕнче ĕçлетчĕ. Вăл ĕçлекенсене лайăх тỹленĕ, укçа шеллесе тăман. Анчах çакăн пек лайăх çыннăн та ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав. Федор Шадриков пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан та вăл пуçарнă ĕç пĕтсе лармарĕ. Халĕ ашшĕн ĕçне малалла унăн Алексей ывăлĕ тытса пырать. Пултаруллă экономист севок туса илес ĕçе ашшĕ пекех ăнăçлă йĕркелесе янă. Алексейăн ашшĕ те вăйлă экономист пулнă, Татьяна мăшăрĕ те экономист. Ашшĕн ĕçĕ çирĕп алăсенче пулнăран, малашлăхĕ те сулмаклă вĕсен.

Юрий Алексеевич Тетмуков малтанхи вăхăтра сахалтарах çĕр лаптăкĕпе усă куратчĕ, халĕ арендăна тата çĕр илчĕ, тырă акса туса илет. Ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама мĕнпур техника çителĕклĕ. Унăн та икĕ ывăлĕ ашшĕпе пĕрле ĕçлеççĕ, малашне те вĕсем çĕрпе тухăçлă усă курасси курăнса тăрать. Юрий Тетмуков ĕнесем те усрать, вĕсене тăрантарма утă-улăмне кашни çул çителĕклĕ хатĕрлет. Ывăлĕсем ашшĕшĕн пысăк тĕрев, вĕсем малашне ялтах тĕпленсе пурăнас шухăшлă.

Владимир Иванович Галкин фермер хăй ĕçне купăста лартса çитĕнтернинчен пуçларĕ. Халĕ вара севок та, тырă та акать. Çĕр лаптăкĕсене те, малтанхипе танлаштарсан, нумай ỹстернĕ. Владимир Галкин инженер пулнă, мăшăрĕ — Алина — экономист. Халĕ вĕсем çĕр ĕçне пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Вĕсен те малашлăхĕ пысăк. Антон ывăлĕ ашшĕпе пĕрле ĕçлет, вăл ашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ пуласси шанăçлă ĕнтĕ. Владимир Галкин хăй чунĕ ыйтнипе суйласа илнĕ çак ĕçе питĕ тĕплĕ туса пырать, хуçалăхĕ те вăйлă аталанать.

Валерий Николаевич Щипцов та çĕр ĕçĕпе колхоз салансанах ĕçлеме тытăннă. Усă куракан çĕр лаптăкĕ пысăках мар пулсан та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Тырă акать тата севок туса илет, хăй питĕ ĕçчен те вăр-вар çын, пур ĕçе те тĕплĕн пурнăçлать.

Фермерсем пурте çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ, кил-çурчĕсем те пурин те хăтлă. Ял çакăн пек пултаруллă çынсем çинче тытăнса тăрать. Халĕ Таяпа Энтри ялĕн уй-хирĕсенче унчченхи пек çум курăк ашкăрмасть ĕнтĕ. Ун вырăнне, фермерсен тивлетне пула, тыр-пул пуссисем, пахча çимĕç лаптăкĕсем сарăлса выртаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха тăкаксăр алла илессипе тимлеççĕ.

Ольга МИРОНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code