Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Райпо лавккинче туянакансене хапăл

Райпо лавккинче туянакансене хапăл

Вулакан сăнанах ĕнтĕ: хăш-пĕр лавккана япала туянма тăтăшах пырса çỹрес килет. Вĕсенче хăтлă, çутă, таса, сентресем çинче таварĕ çителĕклĕ, кулленхи пурнăçра мĕн кирлĕ — пĕтĕмпех пур. Сутуçă та тарават та кăмăллă çакăн евĕр суту-илỹ çурчĕсенче, туянаканпа çепĕç калаçнă май тавар суйлама пулăшать, сĕнỹ-канаш та парать, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Кирлех пулсан психолог та пулса тăрать вăл куллен лавккана çỹрекеншĕн: пăшăрхантаракан ыйтăвне татса пама хутшăнать, кăмăл-туйăмне çĕклет.

Тăрăм ялĕнчи райпо лавккине пырса кĕрсен маларах çырнă ỹкерчĕк тỹрех куç умне тухса тăчĕ. Пысăках мар ялшăн питĕ хăтлă та меллĕ çуртра пире Алина Тимофеева заведующи ăшшăн кĕтсе илчĕ. Тарават та тăрăшуллă хĕрарăм лавккари ĕç-хĕле пĕлсе йĕркелесе тăрать, яваплăн ĕçлет. Тавар саккас тăвасси те, сутасси те, тасалăха тивĕçлĕ тытса тăрасси те хăй çинче пулнине лайăх ăнланать вăл. Пĕр çынран мĕн пур йĕркелĕх килет, çавна пулах ĕç кал-кал пырать.

— Лавккана ытларах Тăрăм, Кипеç, Анатри Тимеш, хушăран Тăрмăш ялĕсенче пурăнакансем çỹреççĕ, çавăн пекех вăл аслă çул çинче вырнаçнăран иртен-çỹрен те час-час чарăнать. Кунта халăх валли куллен кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур. Ытларах хамăр тăрăхра, Чăваш Республикинчи предприятисенче туса кăларакан таварпа суту-илỹ тăватпăр. Çăкăр-кулач таврашне Елчĕк, Комсомольски, Шупашкар тăрăхĕнчен илсе килеççĕ, какай-кăлпассине Етĕрнери аш-какай комбиначĕ туса кăларать, пылак шывĕ — Комсомольскинчи «Кооператор» тулли мар яваплă обществăн, канфет таврашĕ — «Акконд» кондитер фабрикин… Çынсем вĕсен продукцине кăмăлласах туянаççĕ. Унсăр пуçне йăлари хими продукцийĕ те, савăт-сапа та, хуçалăхра тыткаламалли ытти япаласем те пур. Чăх-чĕп, тырă, çĕр улми вăрлăхĕ… туянас текенсем валли ăна та саккаспа илсе килсе паратпăр, — кăмăллăн пĕлтерет Алина Владимировна.

Хĕлле те, çулла та çын татăлмасть лавккаран. Сутуçă çамрăкпа — çамрăкла, ватăпа ватăлла калаçма пĕлет.

«Ĕçне юрататăн-и? Кунта ĕçлеме килĕшет-и?» — ыйтусем çине çапларах хуравларĕ: «Ĕçе чунтан юрататăп. Ĕç условийĕсемпе эпĕ кăмăллă. Лавккана шыв кĕрет-тухать, газ та кĕртнĕ, çавăнпа хĕлле те ăшă. Ĕçе килес килет, тăрăшса, хавхаланса ĕçлес килет. Иртнĕ çул лавккана тĕпрен юсаса майăн 5-мĕшĕнче уçрĕç. Канашри райпо тытăмĕнчеччĕ эпир ун чухне. Ĕçре тĕрлĕ енлĕ пулăшса пынă Эдуард Николаевич Игнатьев ертỹçĕне ырăпа палăртатăп. Ĕçлеме условисем туни, лавккана тĕпрен юсани — ырă пулăм. «Магнит», «Пятерочка» йышши лавккасенчен пĕрре те кая мар кунта. Халăх кĕрет, кирлине туянать. Сутуçă тавара илсе парасса куçран пăхса кĕтсе тăмалла мар. Иртнĕ çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Комсомольски округĕнчи потребительсен обществин канашĕпе пĕрлештерчĕç пире. Çĕнĕ ертỹлĕх пирки те ыррине анчах калатăп. Комсомольски райпо канашĕн председателĕпе Светлана Грачевăпа уйрăмах тачă çыхăнура. Ĕçпе, ырă канаш-сĕнỹпе пулăшсах пырать вăл пире».

Хальхи вăхăтра 2 сутуçă тăрăшать кунта. Ĕнел ялĕнчи Надежда Владимировăпа килĕшỹре ĕçлет Алина Тимофеева.

Алина — Анатри Тимеш ялĕнчен. Райпо тытăмĕнче 2009 çултанпа тăрăшать. Шкул хыççăн Шупашкарти кулинари училищинче вĕреннĕ вăл, яла таврăнсан пĕр хушă Тип Тимеш ялĕнчи уйрăм пайтаçă лавккинче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Родионпа (вăл НПО «Промсервис» АОра вăй хурать) 3 ачана кун çути парнеленĕ. Асли Владимир çар çынни пулнă, шкул хыççăн Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищинче вĕреннĕ. Унтан ăна хĕрỹ вырăна — Дагестан Республикине службăна янă. Шел пулин те, салтак 2019 çулта паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă. Иккĕмĕш ачи Анжелика — терапевт тухтăр. Шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕлỹ илнĕ, халĕ — декретлă отпускра. Кĕçĕнни Арина 2-мĕш класа куçнă.

Алина Владимировна хăй машинăпа çỹрет.

— Таварсене Комсомольскинчи суту-илỹ çуртне хам та кайса илетĕп, — малалла тăсать сăмахне сутуçă. — Халăхпа тарават пулнăранах ĕç кал-кал пырать. Кăçал интернет урлă Тăрăм, Анатри Тимеш ялĕсен пĕрлехи ушкăнĕсемпе ĕçлесе 9 тĕрлĕ çĕр улми вăрлăхĕ сутма май килни сахал мар тупăш кỹчĕ. Чăх-чĕп сутассипе те ăнăçлă ĕçлетпĕр. Ушкăнри халăх активлă. Кукăльсем, тутлă пулă килсен те вĕсене ỹкерттерсе илсе унта вырнаçтаратăп — хăш вăхăтра сутăнса та пĕтет тавар, сăмахне малалла тăсать вăл.

Ертỹçĕсем те кăмăллă Алина Тимофеева ĕçĕпе. Унăн тăрăшулăхне пысăк хак параççĕ. 2023 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май лавкка Чăвашпотребсоюз ирттерекен республика шайĕнчи «Магазин — лидер Чувашпотребсоюза» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Дипломпа тата укçан премипе хавхалантарнă ĕçченсене. Пахча çимĕçе, апат-çимĕç шутне кĕмен таварсене сутассипе те мала тухнă Тăрăмсем, дипломсене тивĕçнĕ.

— Çакăн пек ĕçченсем пуртан ĕç малаллах каять, тенкĕ çумне тенкĕ хушăнса пырса райпо тытăмĕ ăнăçлă аталанать. Тав вĕсене, — палăртать Светлана Грачева. — Çак кунсенче Суту-илỹ ĕçченĕн кунне ирттертĕмĕр. Майлă самантпа усă курса мĕн пур ĕçчене уявпа саламлатăп, тав сăмахĕ калатăп.

Райпо лавкки туянакансене хапăл, унти ĕçченсем халăхпа тарават.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code