Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Эстонири ентеш валли

Эстонири ентеш валли

Тỹскелти нумай функциллĕ кану центрĕ çумĕнчи «Шуçăм» ансамбль членĕсем Эстонире пурăнакан Ираида Захарова валли фольклор улахĕ йĕркеленĕ.

Ираида Васильевна — Тỹскел хĕрĕ. Ют çĕршывра 40 çул пурăнать. Вăл — Таллинри чăваш культурин музейĕн координаторĕ. «Шуçăмсемпе» пĕрле вăл тăван халăхăн юррисене шăрантарнă, ятарласа çыртарса та илнĕ. Чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланнă май, кану центрĕн ертỹçи Алина Ермолаева вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарнă, Валентина Зайцева аякри хăнана чăваш хĕрарăмĕн тĕртнĕ пир кĕпине парнеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code