Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян. Çамрăксем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Çак енĕпе физкультура ĕçченĕсем, тренерсемпе вĕрентекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ.

Округран республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă, вĕсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнетпĕр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата спортра пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатăп!

Л.ЛЕВЫЙ, округ администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code