Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 15 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ

15 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçисене тата уйрăм предпринимательсене çемье фермине аталантарма грант парса пулăшакан конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ятарлă комисси грантсене çирĕплетнĕ чух проект тухăçлăхне, харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкне, хуçалăхри ял хуçалăх техникипе выльăх-чĕрлĕх шайне, хуçан ĕçлес пĕлỹлĕхĕн шайне шута илет. Черетлĕ конкурсра пирĕн округ представителĕ — фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Александр Бикулов та пур. Çĕнсе илнĕ 15 миллион тенкĕ укçана вăл фермăна юсама, сăвăнакан ĕнесен шутне ỹстерме тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме расхутлĕ.

Александр Бикулов 2020 çулта хăйĕн фермер хуçалăхне аталантарма 10 миллион тенкĕ гранта тивĕçнĕччĕ. Çак укçа-тенкĕпе тата хăйĕн нухрачĕпе вăл ĕне вити валли строительство материалĕсем туянса ăна хута яма пуçăннă, тырă тасатмалли комплекс хута янă, тырă акакан тата выракан оборудованисемпе пуянланнă, Газель автомашина туяннă.

Александр Бикуловăн хуçалăхĕнчи мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 296 пуçпа танлашать, çав шутран 133-шĕ — сăвăнакан ĕнесем. Палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма фермера ăнăçусем сунар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code