Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Авăнман, хуçăлман, ырă çын ятне яман

Авăнман, хуçăлман, ырă çын ятне яман

Елчĕк тăрăхĕнче, унта кăна мар, таврара пурăнакансем чылайăшĕ çак çемьене, паян-ыран çур ĕмĕр тултараканскере, лайăх пĕлеççĕ. Тепловсем ĕлĕкрен ăшă кăмăллă, чун-хаваллă пулнипе палăрнă, ăслă-тăнлă çыравçăсем (писарьсем) вĕсене çав хушамата сĕнме пултарнă-мĕн.

Вĕсем тăванĕсемпе те, кỹршĕ-аршăпа та пĕр кашăкран апат çинĕн килĕштерсе пурăннă. Валерян ашшĕ, Никандр Владимирович, иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен таврăнсанах бригадăри ут таврашĕсене тирпейлесе-çĕнетсе тăнă, мăшăрĕ Мария Дмитриевна кун сиктермесĕр тенĕн колхозра тĕрлĕ ĕç-пуç пурнăçланă. Çавна кура вĕсен ачисем те пĕчĕклех ĕç патне туртăннă, ỹсерехпе чи лайăх вĕренекенсен йышĕнче пулнă.

Валерян вара, яланах тарăн пĕлỹ илме тăрăшнăскер, ачаллах спортпа та туслашнă. Ăна çав çулсенче хăйĕн килĕнчех «штанга курсĕ» йĕркеленĕ, каярахпа Елчĕк шкулĕнче физкультурăпа спорта вĕрентнĕ, йывăр йăтассипе темиçе хутчен те республика чемпионĕ пулнă Николай Матвеевич Мальков хăй хỹттине илсе, хавхалантарса пынă. Çавна май тăрăшуллă ача шкул çулĕсенчех штанга йăтакансен хушшинче яланах призлă вырăнсене йышăннă.

«Ман пуçра вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн спорт енĕпе аслă пĕлỹ илес шухăш та тĕвĕленнĕччĕ, — аса илет паян Валерян Никандрович. — Анчах, «Сельхозтехникăри» тракторист-машинистсен курсĕнчен вĕренсе тухсан, çарта пулса килтĕм те (унта та спортран уйрăлман), пуçĕпех çĕр ĕçне кỹлĕнтĕм. Малтан тракторпа «Прогресс» колхозра ака-суха тунă. Унтан, Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе диплом илнĕ хыççăн, Патăрьел районĕнчи «Путь коммунизма» колхоза агронома ĕçлеме ячĕç. Тепĕр икĕ çултан, Аслă Чемен хĕрĕпе Маридăпа çемье çавăрсан, яланлăхах Елчĕкре тĕпленме тиврĕ. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа ял хуçалăх институтне «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерсе агроном пулса тăтăм».

— Чылайăшĕ Эсир хăвăрпа пĕрле агрономири çĕнĕлĕхсене те, спортри çитĕнỹсен пуххине те тăван ене илсе килни çинчен калаçатчĕ.

— Çамрăк чухне кирек кам та аслисенчен вĕренсе, мĕн лайăххине ăса хывать вĕт. Эпир те çапла пулма тăрăшнă. Хам енчен илсен, тыр-пул е ытти çĕр ĕç культури çитĕнтерес енĕпе пухнă опыта пуянлатса пынипе пĕрлех, ялти спорта аталантарма та ăнтăлнă. Никам хистемесĕрех Аслă Чеменре штанга йăтакансен секцине йĕркелесе яни халĕ те асра. Хам спортăн çак тĕсĕпе темиçе хутчен те Вăрнар, Патăрьел районĕсен, каярахпа Елчĕк енĕн чемпионĕ пулни çамрăксен чĕринче хавхалану çурататчĕ.

— Хăвăр çитĕннĕ тăрăхра тунă ăнăçлăхсем пирки каласа парсамăр…

— «Прогресс» колхоз (халĕ вăл акционерсен хупă обществи) тухăç енĕпе нихăçан та кая юлнă хуçалăх пулман. Эпĕ тĕп агроном пулнă çулсенче те вăл республика шайнех çĕкленни чуна ăшăлăх кĕртет. Паллах, кунта ертỹлĕхĕн, трактористсен, комбайнерсен, йышлă çĕр ĕçченĕсен тỹпи пысăк. Çав вăхăтрах мана 1974, 1977 çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», 1978 çулта «Ял хуçалăхĕнчи социализмла ăмăрту отличникĕ» паллăсем парса чысларĕç. Тата… 1982 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçни те пысăк чыс (ун чухне эпĕ вăтăр икĕ çултаччĕ).

— Пĕр вăхăтра Сирĕн çума «хир сĕллипе кĕрешекен ăсчах» ят та çыпăçнăччĕ пулас?

Пулнă ун пекки. Ара, вăл çулсенче «овсюг» çум курăк пĕтĕм хире сарăлнăччĕ. Эпĕ пĕр çулхине кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи пилĕк гектарлă пăрçа лаптăкне ученăйсем сĕнекен, анчах ниçта та анлă уйра тĕрĕсленмен фюзилад препаратпа усă куртăм. Хуçана систермесĕрех. Телее кура пăрçа чăшăлах шăтса тухрĕ. Хир сĕлли… — ниçта та çук! Пăрçа тухăçĕ нихçанхинчен те пысăк пулчĕ. Тепрехинче çĕр улмине йăрансем туса акрăмăр. Çапла майпа, лаптăка катокпа пусăрăнтарса хытарманнине пула, калчасем питĕ парка çитĕнчĕç. Çĕр улми тухăçĕ унчченхинчен икĕ хут ытларах пулчĕ. Шăпах çав сăнавсене ыттисене кăтартас тесе ỹсен-тăрансене хỹтĕлессипе ĕçлекен Республикăри станци пирĕн патăмăрта ятарласах курав-семинар ирттернĕччĕ те, мана, «тĕпчевçĕ-агроном» тесе, ырлав сăмахĕсем тиврĕç.

Вун пĕр çул ял тăрăхĕн ертỹçи, икĕ çул партком секретарĕ пулни пурнăçра пысăк опыт панине те палăртмалла.

— Эсир тахçанах тивĕçлĕ канура пулсан та килте ларнине курма çук сире?

— Çирĕм çула яхăн каяллах «Тĕрĕс Раççей» ятпа çỹрекен партин районти организацине ертсе пыма шанчĕç мана… Эпир, аслă ăрури активистсем, «Кĕрĕк арки йăваласа ларма» хăнăхман вĕт.

— «Çемье менелникĕ» умра пулнăран, мăшăрăр, ачăрсем пирки те кăштах каласа паратăр пулĕ.

— Халăхра «Йĕппи ăçта, çиппи — çавăнта», — тенĕ сăмахсем тĕрĕсех ĕнтĕ. Марида мăшăр, финанс пĕлĕвĕ илнĕскер, яланах манпа юнашар. Вăл тĕрлĕ учрежденисенче, çав шутра чылай çул Елчĕк ял тăрăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнчĕ çемьере. Ирина Сургут хулинче, Алина Мурманск облаçĕнчи Сафоново поселокĕнче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Эдуард ывăл çемйипе — Елчĕкре. Вĕсем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, тĕп киле май пур таран частарах килме, пире кирек хăçан та тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ.

Т. РОДИОНОВА калаçнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Тепловсен туслă çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code