Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Токсикологи центрĕ йышăнать

Токсикологи центрĕ йышăнать

Юлашки çур çулта республикăра ачасем наркăмăшланнă тĕслĕх 200-тен те иртнĕ.

Сăлтавĕ тĕрлĕрен: эмел, уксус, бензин, краççын е çулăм кăлармалли шĕвек. Çакнашкал инкеке çакланнă ачасене Республикăри ача-пăча клиника больницинче йĕркеленĕ токсикологи центрĕ пулăшать. Кашни кунах уйрăма 1-2 ачана илсе килеççĕ. Ытларахăшĕ эмелпе наркăмăшланать. Алкоголе пула аптăракансем те пур. Кăçал çавнашкал наркăмăшланнă 30 ытла ачана пулăшу кỹме больницăна илсе пынă. Ытларах — вăтам тата аслă шкул ỹсĕмĕнчисем. Тухтăрсем ачасем наркăмăшланнине асăрхасан тỹрех васкавлă пулăшу машинине чĕнсе илме сĕнеççĕ. Аслисен те хăйсен яваплăхне туйсах тăмалла: эмелсемпе тĕрлĕ шĕвеке ачасем çитмен вырăнта упрамалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code