Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ушкăнпа старта тухса ярăнтăмăр савăнса

Ушкăнпа старта тухса ярăнтăмăр савăнса

Шăматкун çĕршывĕпех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023» массăллă чупу иртрĕ. Çав кун Елчĕк шкулĕ çумĕнчи стадион-площадка та сывă пурнăç йĕркине парăннисен хаваслă сасси-куллипе тулчĕ.

Старта тухиччен йĕлтĕрçĕсене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова саламларĕç, ăнăçлă чупу, савăк кăмăл-туйăм сунчĕç.

Массăллă чупăва кашни çулах ертỹçĕсем хутшăнаççĕ. Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна старта тухса ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕç.

Ачасен хушшинче вара ăмăрту чăннипех хĕрỹ иртрĕ. Ỹсĕме кура йĕлтĕр йĕрĕ çине пирваях 1-4 классенче вĕренекенсем тăчĕç. Хĕр ачасенчен кунта малти вырăнсене Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекенсем йышăнчĕç: Виктория Зайцева, Анна Иванова, Мария Григорьева. Арçын ачасенчен финиша 1-мĕш Аслă Елчĕк шкулĕнчи Владимир Афанасьев çитрĕ. Призерсем — Александр Головин (Елчĕк), Арсений Кузьмин (Патреккел).

5-7 классенчи спортсменсем пьедестал çине çак йĕркепе вырнаçрĕç: Александра Шахеева (Елчĕк), София Афанасьева, Арина Кантеева (Аслă Елчĕк); Андрей Долгов (Елчĕк), Тимур Амасев (Аслă Елчĕк), Алексей Федоров (Елчĕк).

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Мария Яковлева йĕлтĕрçĕсен округри ăмăртăвĕсенче пĕрре те выляса яман. Хальхинче те финиш ăнăçлă пулчĕ уншăн. Надежда Скворцовăпа Екатерина Васильева (Елчĕк) — 2-мĕшпе 3-мĕш. Асăннă ỹсĕмре (8-9 кл.) арçын ачасенчен медальсемпе дипломсене тата спорт калпакĕсене пĕтĕмпех Аслă Елчĕксем тивĕçрĕç. Вĕсем: Андрей Кантеев, Денис Долгов, Владислав Падуев.

10-11 классенчи йĕлтĕрçĕсене илес пулсан вара пьедестал Елчĕксемпе тулчĕ: Мария Воронова, Виолетта Тарасова, Анастасия Осипова, Роман Ильин, Кирилл Никитин, Тихон Александров.

45 çула çитичченхисем хушшинче те чупу çивĕчлĕхĕ чакмарĕ. Кĕçĕн Таяпаран килнĕ Иван Головин йĕлтĕр спортĕнче çĕнĕ ят мар, округра пĕр хутчен мар çĕнтернĕ вăл. Хальхинче те çирĕплетрĕ çакна. Алексей Тихоновпа (Тăрăм) Валерий Архипов (Елчĕк) призерсен йышне кĕнипе те кăмăллă. Хĕрарăмсенчен «Шевле» ача садĕнчен тỹрех иккĕн — Людмила Фомкинăпа Лидия Можаева палăрчĕç. Вĕсен хушшине округри тĕп больница тухтăрĕ Наталья Борисова «хĕсĕнсе» кĕме пултарчĕ.

Йĕлтĕр спорчĕн уявĕ 45 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе арçынсен чупăвĕпе вĕçленчĕ. Мала тухнисенчен, калас пулать, кунта та çĕннисем çукрах. Зинаида Васильева (Елчĕк), Елена Степанова (Тỹскел), Валентина Немцева (Елчĕк) хăйсем çинчен чылай çул каяллах пĕлтернĕ ĕнтĕ. Арçынсем финиш протоколĕ çине çак йĕркепе çырăнчĕç: Сергей Горшков (Аслă Елчĕк), Михаил Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), Игорь Молодов (Елчĕк). Сергей Александрович вăл кун хăйне пысăк парне турĕ. Çуралнă кун ячĕпе! Паллă пулăмпа ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ, унăн йĕлтĕр спортне аталантарассинчи ĕçне уйрăммăн палăртрĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсен ячĕсене те пĕлтĕмĕр. Таяпа Энтри ялĕнчен ашшĕпе килнĕ Ксения Краснова — 5 çулта. Тулли кăмăлпа парăнтарчĕ вăл 500 метра. Парнешĕн те питĕ хĕпĕртерĕ. Малашлăхра вăл, тен, пĕлтĕр шкул пĕтернĕ Юля аппăшĕ пекех нумай хутчен чемпионка та пулĕ. 70 çулхи Анатолий Анисимов (Ĕнел) кире пуканĕ йăтассипе ветерансен хушшинче Европа, тĕнче шайĕсенче палăрнă. Уншăн йĕлтĕр спорчĕ те ют мар, дистанцие çăмăллăнах хыçала хăварчĕ.

…Çулталăкри чи массăллă чупу вĕçленчĕ. Йĕлтĕрçĕсен лапамĕ вара ярăнма юратакансенчен ан иксĕлтĕрех.

Н.ФЕДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: çĕнтерỹçĕсен пĕр ушкăнне чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code