Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă спортсменсем

Паллă спортсменсем

Александр Валерьевич Муллин

Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, каярахпа Раççейĕн кăна мар, тĕнчери çĕршывсен хулисемпе ялĕсенче тĕпленнĕ ентешсем, вĕсен ачисем производствăра, промышленноçра, культурăра, сывлăха сыхлас ĕçре, вĕрентÿре, спортра палăраççĕ. Çакăн пек ентешсен йышне Валерий Сергеевич Муллинăн ывăлне Александра кĕртме пулать.

Александр Муллин 1996 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ. Ярославль хулинче ÿссе çитĕннĕ. Пĕчĕкренех «Локомотив» хоккей клубĕн спорт шкулне çÿренĕ. Унтан ача-пăча, çамрăксен командисенче вылянă. Вратарь пулса Раççейри çамрăксен хоккей лигинче «Локо-Юниор /Ярославльти «Локомотив» ХК çамрăксен команди/, «Молния» /Рязань/, «Тюменский легион» командăсен хапхисене хÿтĕленĕ. 2016-2017 çулсенчи сезонта Аслă хоккей лигин /ВХЛ/ чемпионатĕнче «Буран» /Воронеж/ командинче вылянă.

2017-2018 çулсенчи сезонта Чăваш Республикине килчĕ, «Шупашкар» хоккей клубĕн вратарĕнче выляма пуçларĕ. Вăл вăхăтра пирĕн республика командин хапхине ВХЛ чемпионатĕнче тĕрлĕ коллективсенче выляса ăсталăхне туптанă Денис Матошин хÿтĕлетчĕ. ВХЛ первенствинче /вăл ВХЛ чемпионатĕнчен пĕр картлашка аяларах тăрать/ вылякан командăсенчи чи шанчăклă вратарьпе танлашма питĕ йывăрччĕ. Çапах та ăна улăштарса вылякан Александр Муллин хапхана ăнăçлă хÿтĕлеме тăрăшатчĕ. Акă мĕн çырнăччĕ çак йĕркесен авторĕ районта тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçатăн 2017 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче пичетленнĕ «Пирĕн ентеш – «Шупашкар» командăра» ятлă корреспонденцире: «Республикăри «Шупашкар» хоккей команди Раççей чемпионачĕн черетлĕ вăййисенче «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче Çĕпĕрти «Алтай» хоккей командипе тĕл пулчĕ. Пирĕн командăн хапхине ашшĕ-амăшĕ Тĕмерте çуралса ÿснĕ Александр Муллин голкипер ăнăçлă хÿтĕлерĕ. Çак вăйăсенче пирĕн республика спортсменĕсене 4:1 тата 6:3 шутсемпе çĕнтерме май пачĕ.

Александр Муллин Тĕмерти тĕп шкул директорĕнче ĕçленĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕн ячĕпе тата хушамачĕпе пĕр килет кăна мар, унăн пиччĕшĕн ывăлĕ пулать. Çамрăк Александрăн ашшĕпе амăшĕ – Валерий Сергеевичпа Ирина Ильинична Муллинсем çемье пуçĕ Мускаври аслă шкула пĕтернĕ хыççăн Ярославльте тĕпленнĕ. Вĕсен Александр ывăлĕ пĕчĕкрен Ярославльти «Локомотив» хоккей клубĕн çумĕнчи ачасен, унтан çамрăксен командисенче выляса ÿснĕ, ăсталăхне ÿстернĕ. Каярахпа тĕрлĕ командăсемшĕн вылянă. Кăçал кĕркунне Шупашкара куçса килнĕ, тĕп хулари «Шупашкар» хоккей командинче выляма пуçланă.

Кăçал манăн «Шупашкар» командăн темиçе вăййине те кайса курма тÿр килчĕ. Пăр керменне пуçтарăннă халăх: «Муллин, Муллин!», – тесе кăшкăрса хавхалантарнине, ăна хамăр ентеш вырăнне хурса хакланине асăрхама тиврĕ. Çакă мана та, Тĕмерте ÿснĕ çынна, савăнтарчĕ».

Çав сезонта «Шупашкар» хоккей команди ВХЛ первенствинче тăхăр команда хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Март уйăхĕнче 8 команда Раççей хоккей федерацийĕ çирĕплетнĕ Федераци кубокне çĕнсе илессишĕн плей-офф вăййисене пуçларĕ. Унăн итогĕсемпе командăсем 2017-2018 çулсенчи сезонта миçемĕш вырăн йышăннине палăртаççĕ. Чĕрĕк финалта, çурма финалта, юлашкинчен финалта командăсенчен пĕри тăватă вăйăра çĕнтериччен выляççĕ, е пĕр-пĕринпе 7 вăйă таранччен выляма пултараççĕ. «Шупашкар» команда Набережные Челны хулинчи «Челны» хоккей клубне парăнтарчĕ. Çурма финалта Шупашкарсем «Мордовия» хоккей командипе 6 вăйă вылярĕç, тăваттăшĕнче çĕнтерчĕç, çапла майпа команда финала тухрĕ. Финалта вăл ăсталăхĕпе хăйĕнчен çÿлĕрех тăракан коллектива çеç выляса ячĕ. Кунашкал çитĕнĕве Чăваш Республикин команди хăйĕн историйĕнче пуçласа турĕ. Чылайăшĕшĕн çакă кĕтменлĕх пулчĕ. Пирĕн ентеш календарьти вăйăсенче Денис Матошина улăштарса вылярĕ. Команда тренерĕ Сергей Нуржанов пресс-конференцисенче Александр Муллин вратарь вăййине икĕ хутчен ырланине вуласа пĕлме пулчĕ.

Александр Муллин 2018-2019 çулсенчи сезона Белоруссири хоккей чемпионатĕнче ирттерчĕ. Эпир ăна малашне Раççейри Аслă хоккей лигинче ?ВХЛ/ вылякан команда йышĕнче курасса шансах тăратпăр.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code