Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн чухлĕ тÿлетпĕр?

Мĕн чухлĕ тÿлетпĕр?

Раççей халăхĕ пурăнмалли хуçалăхпа коммуналлă пулăшусемшĕн, кивĕ тумтире юсама, мунчана çÿреме тата ыттишĕн çулталăкра 3,725 триллион тенкĕ ытла тăккалать.

Раççей статистики ирттернĕ «2019 çул. Халăха тÿлевлĕ пулăшу пани» тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2018 çулта автомобильсем юсаса вĕсене техника енчен пăхса тăрас тĕлĕшпе ытларах укçа-тенкĕ тăккаланă – пĕтĕмпе 312,3 миллиард тенкĕ. 130 млрд ытла парикмахерсене тÿленĕ, вилнĕ çынсене пытарса асăннă çĕре 64 млрд, килте усă куракан техникăна юсама тата тимĕртен тĕрлĕ изделисем тутарма – 50, мунчапа душра çăвăнма – 27, атă-пушмак юсама – 13, прачечнăйсемпе тумтирпе вырăн таврашне хими препарачĕсемпе тасатма 10 млрд тенкĕ кайнă. Тумтир çĕлесси тата юсасси, сĕтел-пукан тăвасси тата юсасси, фотоателье, техника хатĕрĕсемпе оборудование вăхăтлăха усă курма парасси те йăла пулăшăвĕ шутне кĕреççĕ.

Управляющи компанийĕсене пĕтĕмĕшле пурлăха пăхса тăнăшăн тата коммуналлă пулăшусемшĕн 2,718 триллион тенкĕ тÿленĕ. Çак шута медицина, вĕрентÿ, спорт, юрист, культура, туризм пулăшăвĕсем кĕмеççĕ. Вĕсем йăла тытăмĕнче мар.

Суммăсем пысăк. Анчах та Раççейре пурăнакан 146 миллион çынна кашнине уйрăммăн илсен, эпир йăла пулăшăвĕсемшĕн çулталăкра 7-шер пин тенкĕ, пурăнмалли тата коммуналлă хуçалăха 20-шер пин тенкĕ тÿлетпĕр.

Хальхи вăхăтра çĕнĕ саккунсем тăрăх, йăла тытăмĕнче тăрăшакансем кашни харпăр хăй уйрăммăн ĕçлекенсем пулса тăчĕç. Çĕнĕлĕхсене пула Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене те улшăнусем кĕртме тивнĕ: пурăнмалли тупăш çăлкуçĕсем пирки ыйтнă чухне çĕнĕ хурав варианчĕсене палăртнă. Апла пулин те статистика валли сирĕн уйрăм тупăш калăпăшĕ кирлĕ мар – ун пирки çырав листисем çинче ыйту çук, тупăш çăлкуçне кăна палăртмалла. Пурăнма çăкăр туянмалăх ăçта ĕçлесе илетĕр;

Тĕслĕхрен, 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çĕршывра пурăнакан 33 млн çын /пĕтĕм халăхран пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ/ икĕ çăлкуçран тупăш илсе тăнă, тепĕр 2 млн виçĕ вырăнтан укçа-тенкĕ килсе тăнă. Хĕрарăмсем /18,7 млн/ арçынсенчен /14,2 млн/ ытларах хушма тупăш пуррине пĕлтернĕ. Хулара пурăнакансем ĕç укçи тĕп тупăшсăр пуçне пенсие хушма тупăш тесе палăртнă. Ялта пурăнакансем, паллах, килти хуçалăхра тимлесе хушма тупăш илеççĕ. Килти хуçалăхра ĕçлесе пурăнакансем ытти çынсен пулăшăвĕпе усă курнă, алимент илнĕ е вĕсене ĕçсĕр тăрса юлнишĕн тÿлекен пособипе тивĕçтернĕ. Пенси çулне çитнĕ арçынсем килти хуçалăхран илекен тупăш çине шаннине пĕлтернĕ. Хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ икĕ е темиçе çĕрте ĕçленине асăннă. Студентсенчен 10 проценчĕ стипендисĕр пуçне ĕçе вырнаçса укçа илсе тăнă, 70 проценчĕ вара ашшĕ-амăшĕ çине шаннă.

Хăйсене валли хăйсем ĕç вырăнĕ туса тупăш илекенсем пирки 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсенчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.

Чăваш Республики: тупăш çăлкуçĕ

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра пурăнакансенчен 64 проценчĕ пĕр çăлкуçран е вырăнтан укçа илсе тăнă, 34 проценчĕ – икĕ çĕртен. Хĕрарăмсенчен 3 проценчĕ икĕ е виçĕ çĕртен тупăш илнĕ, арçынсем вара 1 процент кăна ĕç укçисĕр пуçне хушма тупăш пуррине кăтартнă.

Республикăра пурăнакансенчен 93 проценчĕ ĕçе кĕрĕшнĕ, урăхла каласан, организацисенче е предпринимательсем патĕнче тăрăшнă, 7 проценчĕн хăйĕн предприяти пулнă е хăй ĕç йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code