Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çут çанталăк — пысăк пуянлăх

Çут çанталăк — пысăк пуянлăх

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

Вăрмансене упрассипе çыхăннă ыйтăвăн обществăри резонансĕ пысăк. Вăл уйрăм çынсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе мĕн пур вăя пĕрлештерсе ĕçлетпĕр. Çавна май лару-тăру майĕпе улшăнса пырать. Пĕлтерĕшли çакă: 2021 çултан тытăнса Раççейре вăрмансене каснинчен ытларах çĕнĕрен лартса чĕртетпĕр.

Тăван тавралăха хỹтĕлессипе, çут çанталăкпа тухăçлă усă курассипе тата экологи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусем паян тĕп вырăнта тăраççĕ. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2018 çултанпа вăйра тăракан «Экологи» наци проектĕнчи 11 программăран чи пĕлтерĕшлисем — сывлăша варалассине чакарасси, таса шывпа тивĕçтересси, вăрмансен лаптăкĕсене ỹстерессипе вĕсене пушартан сыхласси, çỹп-çап куписенчен хăтăласси тата йăлара усă курнă япаласене тепĕр хут ĕçлесе хатĕрлесси пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне, кăçал Чăваш Енре — экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ те. Çак ыйтусем тавра калаçмалли, муниципалитет шайĕпе илсен те, сахал мар.

«Раççей шывĕсем» акцие хутшăнса территори пайĕсен специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем тата волонтерсем — 353 çын юхан шывсемпе çăлкуçсен территорийĕсене (пурĕ 12 объект, 15 çухрăм ытла) çỹп-çапран тасатнă. Çавăн пекех мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 22-мĕшĕччен иртнĕ «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса территори пайĕсенче 2,8 гектар çинче 1160 тĕп йывăç лартса хăварнă. Йывăçсене лартса хăварнипе анчах мар, вĕсене тивĕçлипе пăхса та тăмалла, пушартан сыхламалла. Çавна май округ территорийĕнче пурăнакансен округ администрацийĕн пуçлăхĕ йывăçсене пăхса тăрассипе тата шăрăх çанталăкра вут-кăвартан асăрханса вăрмансене кĕме, вĕсен çывăхĕнче кăвайт чĕртме чарассипе çирĕплетнĕ хушăва пăхăнмалла.

Федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Таса шыв» регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи свалка пулнă вырăна рекультиваци тунă хыççăн территори палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ. Халĕ кунти 0,88 гектар йышăнакан лаптăкра ятарласа акнă кавир пек симĕс курăк ешерет.

Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса свалкăран хăтăлни, чăннипех, пысăк ĕç пулса тăнă. Мĕншĕн тесен ялсенчен те аякра мар вырнаçнă çак свалка тăван тавралăха вараланă, çынсен сывлăхĕшĕн те хăрушă пулнă.

Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кỹрессипе çыхăннă ытти ĕçсем те сахал мар. Чи пысăк ĕçсен шутĕнче — «Коммуналлă хытă каяшсемпе усă курассин комплекслă тытăмĕ» регион проекчĕпе усă курса йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессинчи çĕнĕлĕхсене алла илни. Пуçару бюджечĕн программипе ун чухнехи ял тăрăхĕсене (халĕ — территори пайĕсем) уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса 128 вырăнта контейнер площадкисем тунă. Сăмах май, территори пайĕсенче кайран хăйсен вăйĕпе тата 15 контейнер площадки тунă.

Хальхи вăхăтра йăлара усă курнă хытă каяша вырăнсенчен турттарса тухнă хыççăн ятарлă вырăна тăкаççĕ-ха. Анчах çак купасем ỹссех пыраççĕ. Çакна шута илсе малашне Патăрьелĕнче, Канаш тата Муркаш тăрăхĕсенче çулталăкра 30 пин тонна çỹп-çап сортировка тăвакан комплекс тума палăртнă. Палăртнă вырăнсенче çак комплекссем хута кайсан 2026 çул тĕлне йăлара усă курнă хытă каяша 100 процент таран сортировка тума пулĕ. Çакă тăван тавралăха упрассине ырă витĕм кỹмелле.

Елчĕк муниципалитет округĕ 2024 çулччен пурнăçа кĕртме йышăннă «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă программăпа та кирлĕ пек усă курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code