Мобильлĕ çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса ют çыннăн банк карттинчи укçине вăрлани çĕнĕлĕх мар. Анчах мошенниксене кирек мĕнле операцие пурнăçлама та шар курни хăй «пулăшать».
Пирĕн округра кăçал ку таранччен çакнашкал 8 преступлени тунă: 6-шĕ Елчĕк, 2-шĕ — Тăрăм территори пайĕсенче. Пĕр тĕслĕхне уçса парар-ха.
Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче 10 сехетре М. гражданина «WhatsApp» урлă унăн банк карттинчи укçине такам вăрлама тăнине пĕлтернĕ. Çавна май 150 000 тенкĕ укçана урăх банк счечĕ çине куçарма ỹкĕтлеме пултарнă. Урăхла каласан, асăннă сумма шăкăрин кăна урăх кĕсьене кĕрсе ỹкнĕ.
Тепĕр икĕ тĕслĕхре те ултавçăсене çак сценариех ăнăçу кỹнĕ. Тупăшĕ вара — питĕ пысăк: пĕр ялти К. çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче 1131262 тенкĕ те 42 пус куçарнă. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Г. гражданин хăйĕн 606846 тенкĕ укçипе яланлăхах сыв пуллашнă.
Уголовлă ĕçсем пуçарнă-ха. Анчах вăтам çулсенчи аслă пĕлỹллĕ çынсем улталанни тепĕр чухне пуçа шăнăçаймасть. Мошенниксен хура ĕçĕсен тĕслĕхĕсене те пĕлмеççĕ мар, хаçатсемпе «симĕс экран» урлă тăтăшах хыпарлаççĕ — ултав вăлтине пур пĕрех çакланаççĕ. Пачах ют номерпе шăнкăравласан тỹрех сисчĕвленмелле. Калаçу пуçармалла мар — çавă çеç. Хỹтлĕхĕн чи лайăх мелĕ ку.