Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ачалăха хÿтĕлесси

Ачалăха хÿтĕлесси

прокуратурăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çул çитменнисене ар тĕлĕшĕпе çыхăннă преступленисенчен упрасси уйрăмах пысăк тимлĕхре.

Çакăн евĕр преступленисем ачасен психикине амантаççĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пысăк сиен кÿреççĕ. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 131 тата 132 статйисен 4 пайĕнче /çул çитменнине мăшкăлланăшăн, ар тĕлĕшĕпе çыхăннă ытти мăшкăлла ĕçсем тунăшăн/ пăхса хăварнă преступленисемшĕн 12 çултан пуçласа 20 çул таран ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Ачасемпе ар ыйтăвĕпе çыхăннă калаçусем йĕркелекенсен, информаципе телекоммуникаци хатĕрĕсем урлă порнографи материалĕсемпе паллаштаракансен тĕлĕшпе те саккун çирĕп.

А.АФАНАСЬЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан, юстицин кĕçĕн советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code