Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пуçлăхне — Тав хучĕ

Округ пуçлăхне — Тав хучĕ

Физкультурник кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спорт отраслĕнчи хăш-пĕр хастар ĕçченсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă.

Республика ертỹçин Тав хутне Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн округ ГТО комплексне çĕнĕрен ĕçе кĕртме тытăннăранпа çĕнтерỹçĕ е призер йышĕнчен пĕрре те тухман. Кăçалхи 2-мĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕпе эпир каллех — пĕрремĕш.

Аса илтермелле, «Ĕçпе хỹтĕлеве — хатĕр!» комплекса аталантарас ĕç РФ Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Çак юхăма чĕртсе тăратасси темиçе тапхăрпа пулса пычĕ. Малтанхи çулсенче ăна вĕренỹ учрежденийĕсенче пурнăçа кĕртрĕç, унтан çак ĕçе патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлекенсем хутшăнчĕç. 2017 çултан — ГТО нормисене 6 çултан пуçласа пур çын та пурнăçлама пуçларĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: награда панă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code