Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа тĕл пулатпăр

Халăхпа тĕл пулатпăр

Кăçал район территорийĕнче 16 пушар пулнă. Инкексен вăхăтĕнче аманакансем тата вилекенсем пулман.

Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕнче пушар хурал ĕçченĕсем кашни ял тăрăхне çитсе шкулсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, вырăнти халăхпа курнăçаççĕ. Тĕлпулусен вăхăтĕнче вĕсем профилактика калаçăвĕсем йĕркеленĕ май пушар хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштараççĕ, ăшăнакан объектсене кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленине тĕрĕслеççĕ. Хальхи вăхăтра инспекторсем Патреккел, Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, Курнавăш ялĕсенче пулма ĕлкĕрнĕ.

Инкекрен упранса пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар. Пушар пулсан тÿрех «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине асра тытар.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code