Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа виçи 2-рен 3 миллион тенкĕ таран пысăкланать. Çак улшăнăва «Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ» программăна кĕртессине юнкун Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура ырланă.
Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, вăл е ку пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70 процент таран пайне республика бюджечĕ саплаштарĕ, 30 процентран кая мар — вырăнти бюджет, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан укçа, бизнес, общество организацийĕсен пулăшăвĕ. Асăннă программа мероприятийĕсем валли кăçал пĕтĕмпе 2 миллиарлд тенкĕ уйăрма палăртнă. Конкурс суйлавĕ витĕр 1488 проект тухнă. Программăна кĕртнĕ улшăнусем республикăри ялсенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатассине тĕпе хураççĕ.