Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хула кунĕ иртет

Хула кунĕ иртет

Кăçал Шупашкар хули хăйĕн 555 çулне паллă тăвать. Уяв мероприятийĕсем августăн 10-мĕшĕнчех пуçланнă. Çак кун «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале тата шахбокс енĕпе тĕнче кубокне ирттернĕ.

Августăн 16-19-мĕшĕсенче пукане театрĕсен халăхсем хушшинчи V фестивалĕ иртет. Çавăн пекех Анне монуменчĕ умĕнчи лапамра ал ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. Кунтах вĕсене туянма та пулĕ.
Тĕп мероприятисем асăннă уйăхăн 17-мĕшĕнче иртĕç: модăпа илем фестивалĕ, ачасен паруслă регати, эндуро ăмăртăвĕ, параппанçăсен гала-концерчĕ… Тепĕр кунне кунĕпех уяв концерчĕ пулĕ, каçхине «Шаман» юрăç пултарулăхĕпе савăнтарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code