Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Академика асăнса

Академика асăнса

Чăваш Енре кăна мар, Раççей Федерацийĕнче тата пĕтĕм тĕнчипе паллă этнопедагог Геннадий Никандрович Волков академик пурăннă пулсан паян унăн 93 çулне паллă тунă пулăттăмăр. Академикăн çутă сăнарне асра тытса Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче юпа уйăхĕнче «Вĕрентекенĕн этнопедагогика ăсталăхне профстандартра тата çĕнетнĕ ФГОСра кăтартнă пек аталантарасси» темăпа педагогсен ăслăлăхпа меслетлĕх конференцийĕ иртрĕ. Кăçал ăна Шупашкарăн тăван /чăваш/ чĕлхипе литература пĕрлĕхĕ çумĕнчи «Г.Н.Волков академикăн чун-чĕм эткерлĕхĕ» пĕрлешÿ дистанци мелĕпе йĕркелерĕ. Конференци пĕр шухăшлă хастарсене саккăрмĕш хут пухрĕ. 26 учитель çирĕм пĕр ĕç тăратрĕç. Конференцие Чăваш Республикин педагогĕсем кăна мар, çулсерен Тутарпа Пушкăрт Республикисем те хастар хутшăнаççĕ.

Паллă ăсчахăн ĕçне малалла тăсма тăрăшакансем, пултаракансем Шупашкар хулинче сахал мар. Паян йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕр çемьери пек туслăн пухăнса, Г.Волков палăкĕ умне чечек çыххисем хурăпăр.

Анисия ИГНАТЬЕВА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ,
12-мĕш шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code