Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренỹ шайне тĕрĕсленĕ

Вĕренỹ шайне тĕрĕсленĕ

Гражданла хỹтĕлев енĕпе республикăра, çав шутран пирĕн районта та, вĕренỹ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — гражданла хỹтĕленỹ енĕпе ĕçлекен тытăмсен пĕлĕвне тĕрĕслесси, тĕрлĕ ведомствăсем инкеклĕ ĕçсене хатĕррипе хатĕр маррине палăртасси пулнă.

Вĕренỹ вăхăтĕнче чи малтанах инкек пирки асăрхаттаракан тытăм епле ĕçленине пахаланă. Çак кун ирхине 6 сехетре дежурнăйпа диспетчер службин пĕрлехи пульчĕ çине вĕренỹ пуçланни пирки сигнал килнĕ. Çакăн пирки васкавлă службăсене пĕлтернĕ хыççăн гражданла хỹтĕлев енĕпе ĕçлекен вăйсен, власть органĕсен, муниципалитетсен тата организацисен ертỹçисемпе райадминистрацин ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче васкавлă канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Канашлăва хутшăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн халăха хỹтĕлессипе тата гражданла оборонăн планне ĕçе кĕртессипе çыхăннă йышăнăвĕпе паллаштарнă, тĕрлĕ службăсен халăха хỹтĕлессипе тата çăлассипе, инкеке сирессипе васкавлăн пурнăçламалли ĕçсене тишкернĕ.

Вĕренỹпе çыхăннă «инкек» Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче иртнĕ — «сирпĕнỹ хатĕрĕ ĕçе кĕнĕ хыççăн культура çуртĕнче пушар тухнă». Тренировка вăхăтĕнче кашни служба — медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, газ, электричество сечĕн тата ыттисем те — хăйсен ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе пынă, инкеке вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирме хатĕррине кăтартса панă.

Çак кунах чрезвычайлă лару-тăру пирки халăха пĕлтерекен автоматизаци тытăмне тĕрĕсленĕ.

— Гражданла хỹтĕлевĕн асăрхаттару сигналĕ авари, çут çанталăк синкерĕ, инкек, тăшман тапăнса кĕрес хăрушлăх пулсан янăрать. Халăхăн çакна пĕлмелле: сирена сассине илтсен граждансен радиоприемник, телевизор ярса васкавлă хыпара итлемелле, çак информацие пуçлăхсене, ĕçтешсене, çывăх çынсене, кỹршĕсене пĕлтермелле, — палăртнă район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин.

Гражданла хỹтĕлев енĕпе иртнĕ вĕренỹ ĕçĕ-хĕлне райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ, кашни службăн представительне тивĕçлĕ ĕçшĕн тав сăмахĕ каланă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕсенче: вĕренỹ саманчĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code