Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ витене – сĕтлĕ ĕнесене

Çĕнĕ витене – сĕтлĕ ĕнесене

Аслă Пăла Тимеш ялне пырса кĕриччен асфальтлă çулăн икĕ айккипе те «Победа» ОООн фермисем вырнаçнă. Елчĕкрен каякан çулăн сылтăм енче кĕске вăхăтрах çĕкленсе ларакан пысăк вите инçетрен илемлĕн те хăватлăн курăнса ларать. Ферма территорине пырса кĕрсен пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланни куç умне пулчĕ. Паллă ĕнтĕ, кунта хăватлă стройка пыракан лаптăкра вырăн тупнă, паян-ыран ĕçе кĕрекен строительство материалĕсем пирки сăмах пымасть. Унта та, ытти çĕрте те ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Акă, хальхи йышши хăватлă та кăткăс, тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан «Класс» техникăна /калама кăна! 6 миллион тенкĕ тăрать/ пĕр тикĕссĕн ĕçлеттерекен Сергей Елисеев çамрăк тракторист тислĕке тиесе тăрать. Д.Айметов, В.Козлов, В.Мезейкин, Г.Дружинин трактористсем ăна нумай çул ÿсекен курăк ани çине турттараççĕ. Паха удобрени хывнă хыççăн лаптăка тÿрех сухаласа пыраççĕ.

Кунтах фермăри платник ĕçĕсене пурнăçлакан В.Доброхотовпа Н.Козлов выльăхсене хупакан картасене çĕнетеççĕ. Пăта çапма та, сварка ĕçĕсем пурнăçлама та ăста вĕсем.

Инçех те мар трактористсем выльăхсене апат валеçме хатĕрленеççĕ. 28 çул тăван хуçалăхра механизаторта чунне парса тăрăшакан Н.Логинов сенаж валеçет, Н.Герасимов погрузчикпа тиесе тăрать. Кунтах вĕсене С.Кирюхин рабочи пулăшать.

Çак кунсенче ĕнесене хĕллехи тапхăра куçарнă. Вĕсене витере тăратаççĕ. Апачĕ çителĕклĕ, тулăх тăрантараççĕ. Трактористсем такана умне валеçсе тухнă сенаж выльăхсен çăварне пĕтĕмпех кĕтĕр тесе рабочисем апата ĕнесен умнех хурса параççĕ. Витесенче таса. Выльăхсене кĕртиччен фермăри кашни витен стенисене шуратнă, дезинфекци тунă. Акă, Г.Трофимова зоотехник ертсе пынипе пĕчĕк пăрусене вакцинаци тăваççĕ. Тепĕр рабочи витене шăлать, электрик та пушă мар, розетка улăштарать. А.Ермакова учетчица сĕте виçет те тиевлĕ автомашина çула тухать.

Аслă Пăла Тимеш ферминче 280 пуç сăвăнакан ĕне. Вĕсене 3 доярка сăвать. А.Никитина, А.Яковлева, Е.Шекерева хальхи вăхăтра кунне кашни ĕнерен вăтамран 18,7-шер килограмм сĕт суса илеççĕ.

– Çулларан хĕллехи тапхăра куçнă май юлашки вăхăтра сĕт чакрĕ. Хальхи вăхăтра патшалăха 5 пин тонна продукци сутатпăр. Ку кăтартăва малалла ÿстеретпĕр. Çу кунĕсенче эпир 7 тонна сĕт сутнă, – пĕлтерет хуçалăхăн зоотехникĕ Г.Трофимова.

«Победа» ООО – районти сĕтлĕ выльăх йышне ÿстерме тăрăшакан хуçалăхсенчен пĕри. Тÿрех каласа хăварас, çак кунсенче кăна вĕсем 40 пуç пушмак пăру /3 миллион тенкĕлĕх/ туяннă. Çавăнпах кунта çулсеренех çĕнĕ витесем тума майсем çитереççĕ. Хальхи вăхăтра 400 вырăнлăх ĕне вити хăпартаççĕ. Выльăхсен йышне ÿстерес тĕллевпе сахал яваплă юлташлăх инвестици проектне хутшăнса 25 миллион тенкĕ кивçен илнĕ. Ыттине пĕтĕмпех хуçалăх вăйĕпе пурнăçлаççĕ. Витен пĕтĕмĕшле хакĕ – 50 миллион тенке ларать. Хальлĕхе 30 миллион тенкĕ ытла расхутланă. 13,5 миллион тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Витен хăйне евĕрлĕхĕ – хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса выльăх валли лайăх условисем хатĕрлени, энергоэффективлăха пысăк тимлĕх уйăрни.

– Кăçал ноябрь уйăхĕнче хута ярас кăмăллă, – пĕлтерет хуçалăх ертÿçин çумĕ А.Головин.

Пăру пăхакансем те ĕçри хастарлăхпа палăраççĕ. М.Курицына, Т.Платонова, Р.Дмитриева, Г.Козлова, О.Романова, А.Община, И.Матвеева хăйсене шанса панă пăрусене ытлă-çитлĕ тăрантарса ытларах ÿт хуштарас тесе тимлеççĕ. Ĕç тухăçлăхне кура шалу илнĕрен кашниех яваплăхне лайăх туять. Пысăк кăтартусемпе тăрăшакан телятница, калăпăр, уйăхне 30 пин тенке яхăн ĕç укçи илет. Дояркăсен те, механизаторсен те шалăвĕ пысăк. Ахальтен мар ĕçе тĕрлĕ ялтан çÿреççĕ. Дояркăсене, акă, Кушкă ялне ятарлă машинăпах кайса илеççĕ, леçеççĕ. Ĕç условийĕ лайăх, коллектив ватă мар – вăтам ÿсĕмĕ 40 çултан кăна иртнĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, ферма ĕç вăйĕпе шавласа тăрать. Кашни ĕçченĕн кăмăлĕ лайăх, вĕсем шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чунтан пурнăçлани сисĕннĕрен кăмăлăм пушшех çĕкленчĕ. Чăннипех те маттур, çĕнтерÿллĕн утаççĕ «Победăсем».

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: А.Головин тислĕк тăкакан трактористсемпе; çĕнĕ вите çĕкленет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code