Нумай нациллĕ Раççейре халăхсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненсен те хăйсем Раççей халăхĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.
Çапах та пурте лайăх тесе лăпланса лармалла мар. Паянхи кун тĕнчере куçа курăнман вăрттăн информаци вăрçи пынине шута илсен Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав урлă килекен информацисем тĕлĕшĕпе тимлĕ те сисчевлĕ пулма ыйтас килет — юлашки вăхăтра нацисем хушшинче сивĕлĕх, курайманлăх çуратма пулăшакан информацисем вăй илеççĕ. Чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ỹстерме тата хĕтĕртме те усă кураççĕ.
Мĕн пур информацие суккăррăн ĕненер мар. Чылайăшĕ вĕсем чăнлăхпа килĕшсе тăмаççĕ. Интернетри страницăсенче теприне хурласран, тĕрлĕ сайтсенче иккĕленỹллĕ информацисене «лайк» хурасран асăрханар.
Людмила ЕГОРОВА, полици майорĕ.