Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Владимир Викторова — медаль, Тав çырăвĕ

Владимир Викторова — медаль, Тав çырăвĕ

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ ентешĕмĕре — Шупашкар округĕн тĕп больницин тĕп тухтăрне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Владимир Викторова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов «Шупашкар хулине — 555 çул» медальпе, «Единая Россия» партин Тав çырăвĕпе чысланă. Çак ят-сума ахальтен тивĕçмен вăл.

Республика историйĕн страницинче унăн ячĕ уйрăм сас паллисемпе çырăннă. Вăл тĕрлĕ çулсенче яваплă ĕç вырăнĕсенче тимленĕ: Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕ, ун хыççăн пĕр тытăмри тĕп учрежденин («Городская стоматологическая поликлиника») тĕп тухтăрĕн çумĕ, каярахпа — тĕп тухтăр. 2017-2019 çулсенче — Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ, пĕр вăхăтрах Чăваш Республикинчи Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ те. Вăл — медицина наукисен кандидачĕ, тухтăрсен пĕлĕвне ỹстерекен институтри стоматологи, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ортопеди стоматологийĕн тата ортодонти кафедрин доценчĕ. Тухтăр профессине суйласа илнĕ çирĕп кăмăллă Владимир Викторов тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр нумай çул ĕнтĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларать. Вăл темиçе хутчен те район, хула депутатне суйланнă, тата ытти нумай обществăлла ĕçе хастар хутшăнать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code