Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Савнă Шупашкарăм, эп сана юратрăм…»

«Савнă Шупашкарăм, эп сана юратрăм…»

Çак юрăри йĕркесем тĕп хуламăрăн 555 çулхи юбилейне хутшăннă кашни çын чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă-тăр.

Тĕп мероприятисем çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. Вăл кун çанталăк та уяв пĕлтерĕшне ăнланнă тейĕн: çумăр çуман, сивĕ пулман.

Юбилей кунĕ Хĕрлĕ лапамра çăлтăрпа зарядка тунинчен пуçланнă. Пухăннисене сывлăха çирĕплетме пулăшакан хусканусене республикăри паллă спортсменсем — Алексей Германов, Владислав Поляшов, Иван Соловьев, Александр Федоров кăтартнă. Çавăн пекех «Чебоксарские ястребы» баскетбол клубĕн вăйăçисем, Чăваш Енри Фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем тухни те уяв илемĕ. Зарядка тутарнă тепĕр çăлтăр вара атлет мар, сцена ăсти — Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ỹснĕ Раççейĕн театрпа кино актерĕ Анатолий Гущин. Вăл уявра «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Кăнтăрла «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ авиашоу пуçланă. Уява 4-мĕш хут хутшăннă летчиксен ăсталăхне курма çĕр-çĕр çын килнĕ. Тĕрлĕ фигура йĕркелени, «тюльпан çурăлнине» кăтартни пурне те тĕлĕнтернĕ. МИГ-29 истребительсен хуçисем «Стрижи» ятлă ача садĕнчи шăпăрлансемпе, кадетсемпе, шкул ачисемпе те тĕл пулма ĕлкĕрнĕ.

Гагарин урамĕнчен пуçласа Воробьев композиторсен урамне çити тăсăлакан «Пултарулăх бульварĕ» кĕрлесе, юрласа, ташласа кăна тăнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство делегацийĕ «Телейлĕ ачалăх хули» лапампа, Чăваш Енри халăх ăстисен ĕçĕсен, фольклор ушкăнĕсен куравĕсемпе паллашнă.

Республика лапамĕнче муниципалитет округĕсемпе хулисем хăйсен экспозицийĕсемпе паллаштарнă. Вăл шутра Елчĕксем те пысăк йышпа хутшăннă унта. Сергей Краснов (Елчĕк) уйрăм пайтаçă хăй хатĕрлекен тата çăкăр пĕçерекен заводăн (ертỹçи — Александр Филиппов), Кĕçĕн Таяпари аш-какайран туса кăларакан цехăн (Александр Викторов), Елчĕкри Илья Григорьев предпринимателĕн продукчĕсен куравĕпе сутлăхне йĕркеленĕ. Курнавăшри Владимир Иванов вара çынсене пыл туса илессин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă, Вăрăмхăвари Лариса Казначеева ĕне сĕтĕнчен хатĕрленĕ тĕрлĕ юр-вара юратса астивнĕ хула çыннисем. Лаш Таяпари «Кашкăр йăви» питомник пуçлăхĕн Леонид Князевăн тискер чĕр чунсен кỹлеписен выставки те кăсăклăх çуратнă куракансенче. Искусство шкулĕн преподавателĕ Наталья Филиппова çыхассипе-тĕрлессипе ăста пулнă май, мастер-класс, ачасен пултарулăх çурчĕн ĕçченĕ Татьяна Прокопьева фотозона йĕркеленĕ. Патреккел халăх хорĕ юрă-ташă ытамне илнĕ хăнасене.

Уяв каçĕ Раççей юрăçин Шаманăн — Ярослав Дроновăн 50 минута пынă «чĕрĕ» концерчĕпе вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code