Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > БМД «иккĕмĕш пурнăç» илчĕ

БМД «иккĕмĕш пурнăç» илчĕ

Çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнче ларнă десантăн çар машинине /БМД/ районта курман çын та çук пулĕ. Ытти ял халăхĕ район центрне ĕçпе е больницăна килсен ачисене асăннă машинăна кăтартас тĕллевпе шăпах çар комиссариачĕ вырнаçнă Совет урамĕпе иртетчĕç.

Машинăна Афганистан Республикинче тата Çурçĕр Кавказра паттăрла пуçĕсене хунă ентешсене халалласа вырнаçтарнă. Иртнĕ çул «хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансем Тĕп лапамра палăк лартсан çар техникине унта куçарчĕç.

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Рассвет» ЯХПКн тĕп инженерĕ Николай Енедеров ертсе пынипе хуçалăх ĕçченĕсем БМДна тĕпрен юсарĕç. «Иккĕмĕш пурнăç» илнĕ машинăна Тăрăм ялĕнчен Тĕп лапамри палăк патне çÿретсе çитерни майăн 9-мĕшĕ тĕлне пысăк парне пулчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: çĕнелнĕ БМД.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code