Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт > Хула турнирĕнче

Хула турнирĕнче

Елчĕк округĕн кире пуканçисен пĕчĕк ушкăнĕ Шупашкар хулин юбилейне халалланă уçă турнирта вăй виçнĕ.

«Спартак» стадионта иртнĕ ăмăртăва Ямал-Ненец автономи округĕн, Чулхула облаçĕн атлечĕсем те хутшăннă. 53 килограма çитичченхи виçере Софья Соловьева (Кавал), 63 кг виçере Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), 85 кг виçере Александр Константинов (Тăрăм) спорт мастерĕ чи малтисен йышне кĕнĕ. Павел Алексеев (Кĕçĕн Шăхаль) хăйĕн виçинче 2-мĕш пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code