Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курска хỹтĕленĕ

Курска хỹтĕленĕ

Ентешсене — С.А.Андреева, А.Ф.Беляева, Н.П.Иванова Совет Союзĕн Геройĕ ята пурне те пĕр çулта — 1943-мĕшĕнче панă. Вĕсенчен виççĕмĕшне, чи аслине, тăван тăрăха çĕнтерỹпе таврăнма пỹрнĕ.

Николай Иванов Хĕрлĕ Çар ретĕнче Теччĕри çар комиссариачĕ урлă 1926-1927, 1934-1954 çулсенче тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Тĕп, Белорусси, 3-мĕш Прибалтика, Япони самурайĕсене хирĕç 1-мĕш Хĕвел тухăç фрончĕсенче çапăçнă.

Артиллерин 12-мĕш дивизийĕн полк командирне Курск-Орел патĕнчи çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Герой ятне панă. Унăн артиллерисчĕсем 1943 çулхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче хỹтĕленỹ операцине хутшăнса тăшман ирхи 5 сехетре атака пуçличчен маларах çывăхри тăшман çине гаубицăсенчен çĕр-çĕр снаряд кăларса янă. Çапăçу пуçлансан Н.Иванов майор полкĕ йышăннă позицие Согласный хуторĕнчен 30 танкпа штурмламалли хатĕр, пехотăн икĕ батальонĕ çывхарнă, полкăн сулахай енчи хỹтĕленỹ тăрăхне тата çывăхри Протасово ялне кĕнĕ. Ăна хỹтĕленĕ пирĕн пехота каялла чакнă, Иванов полкне хỹтĕлевсĕр хăварнă. «Тигрсем» ял витĕр тухса подраздалени патне çывхарнă. Артиллеристсем 5 «Тигра» тата 3 «Фердинанда» вут хыптарнă, ыттисем каялла чакса сăрт хыçне пытаннă.

Тепĕртакран каллех атака пуçланнă. Полк пехота хỹттисĕр 10 сехет хỹтĕленнĕ. Артиллеристсем полк позицине çывхарнă фрицсене темиçе хут та штыкпа кĕтсе илнĕ. Хăйсем те çухату тỹснĕ. Çĕрле полка пехота çитнĕ. Анчах тăшман Иванов позицине иккĕмĕш хут пысăкрах вăйпа тапăннă. Полк çу каçиччен ултă атакăна сирсе 18 танка тата штурмламалли хатĕре, минометчиксен 8 батарейине, ытти хĕç-пăшала, пехотăн 3 ротине пĕтернĕ…

Николай Иванов Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕкре (халĕ — Елчĕк) 1904 çулхи чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ класс, 1947 çулта Ф.Э.Дзержинский ячĕллĕ Çар академийĕн аслă офицерсен курсне пĕтернĕ. Комсомол тата совет ĕçĕнче тимленĕ.

Ашшĕ-амăшĕ Теччĕ хулине куçса кайнăран, вăрçă хыççăнхи çулсем Николай Петровичăн унта иртнĕ. Запасри полковника вăрçăри паттăрлăхшăн Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хутчен), III степень Суворов, Хĕрлĕ Çăлтăр тата тăватă медальпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ. Теччĕре тата Елчĕкре Н.П.Иванов урамĕсем пур.

Геройăн пурнăçĕ, шел пулин те, питĕ кĕске пулнă: вăрçă суранĕсене парăнтараймасăр 54 çултах — 1959 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code