Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хупса хумаллах «шÿтленĕ»

Хупса хумаллах «шÿтленĕ»

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче 21 сехетре «112» телефон номерĕ çине Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи пурăнмалли çуртра взрыв тума хатĕрленни пирки хыпар çитнĕ.

Паллах, право хуралĕн органĕсем çурта, таврари территорие çийĕнчех тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Взрыв хатĕрне тупайман. Эппин, теракт çинчен суйса пĕлтернĕ. Çакăн пирки уголовнăй ĕç пуçарнă. Шăнкăравлакана часах тупса палăртнă. Шупашкартах пурăнакан, ниçта та ĕçлемен 30 çулти арçын иккен. Ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те — çăлав службине шăнкăравланă.

Унăн хăтланăвĕ обществăшăн хăрушă пулнине кура следователь судран арçынна хупса хумашкăн ыйтнă. Прокурор çак сĕнÿ вырăнлине çамрăк çынна маларах та пĕрре кăна мар, çав шутра обществăри йĕркелĕх правилисене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарнипе сăлтавланă. Мускав районĕн сучĕ следовательпе прокурор позицийĕпе килĕшнĕ, ăна икĕ уйăхлăха хупса хума йышăннă. Уголовнăй ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

Шÿт мар вĕт — çак преступленишĕн арçын пилĕк çуллăхах ирĕклĕхсĕр юлма пултарать, пĕлтерет ЧР прокуратурин пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code