Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афоризмсем

Афоризмсем

Кăçал чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май вăл 1921 çулта Чăваш халăхне панă халалтан илнĕ афоризмсене пичетлетпĕр. Вĕсене Тĕмер ялĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анатолий Солин пухса хатĕрленĕ.

Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать. Инкек-синкек, хуйхă мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать. Ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code