Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлỹ тĕнчине — тулли кăмăл-туйăмпа

Пĕлỹ тĕнчине — тулли кăмăл-туйăмпа

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче округри педагогсен йăлана кĕнĕ конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, вĕренỹпе наука ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ Зинаида Степанова хутшăнчĕç. Маларах вĕрентекенсем Елчĕкри вăтам шкулта предметсен секцийĕсен занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă.

Çумăрсем хыççăн ăшă кунсем каялла таврăнчĕç те, çут çанталăкăн ырă пулăмĕ канашлăва хутшăнакансене те витĕм кỹнĕ тейĕн: кашниех нихçанхинчен хаваслăрах та, уçăрах та.

Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă май мероприяти Ольгăпа Сергей Красновсем «Эсĕ манăн, эпĕ сан» юрра шăрантарнинчен пуçланчĕ. Тĕрĕс те çакă, мĕншĕн тесен ачасене вĕренỹпе воспитани парассинче шкулпа çемье çыхăнăвĕ яланах çирĕп пулмалла. Тĕп докладпа вара округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев тухса калаçрĕ.

Унта иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи ĕçсене анлă тишкерни тата тĕллевсем палăртасси пулчĕ. 2023 çула округри педагогсемшĕн мăнаçлану тапхăрĕ теме те пулать. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ тата Елчĕкри вăтам шкулсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн 500 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Аслă Елчĕксем ăна 2022 çулта уçăлнă музее хушма оборудовани, Елчĕксем шкул медиацентрĕ туянма янă.

Елчĕк шкулĕ — «Раççейри чи инклюзивлă шкул» конкурсăн регионти тапхăрĕн, Чăваш Енри «Малтисен юхăмĕн» пуçламăш уйрăмĕсен, республикăри «Ăрусен хутшăнăвĕ» конкурс çĕнтерỹçи, Пĕтĕм Раççейри хор тата вокал коллективĕсен регионти конкурсĕнчи 3 номинаци, ача-пăчасен «Чи лайăххисем — ялта» пултарулăх форумĕн призерĕ. Çакна пушшех палăртма кăмăллă: канашлу кунĕ Елчĕкри вăтам шкул Раççей шайĕнчи «Малтисен юхăмĕн» конкурсĕнче çĕнтерсе 200 пин тенкĕлĕх премие çĕнсе илни паллă пулчĕ.

Кушкă шкулĕ Раççейри чи лайăх 500 шкул йышĕнчи конкурсра «Чи лайăх пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организаци — 2024» номинацире лауреат ята тивĕçнĕ.

Курнавăш шкулне «Раççейри «Пĕлỹ» обществи» çут ĕç организацийĕн активлă партнерĕ, Геннадий Дмитриев физика учительне хастар лектор тесе палăртнă.

Сергей Баймушкин, Дарина Чернова (Елчĕк), Денис Долгов (Аслă Елчĕк) тĕрлĕ предметпа регион шайĕнчи олимпиадăсенче призерсен, Дарья Долгова (Елчĕк) технологи предмечĕпе вара çĕнтерỹçĕ йышне кĕнĕ.

Тĕрлĕ шайри пултарулăх конкурсĕсенче пысăк çитĕнỹсем тунă вĕренекенсем те йышлă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултаруллă çамрăксене паракан стипендие 31 çынран 25 вĕренекен тивĕçни те нумаййи çинчен калать.

Курнавăшри Надежда Кузнецова учитель çĕнтерỹçе хатĕрленĕшĕн 100 пин тенкĕ премие илĕ.

Округра 15 вĕренỹпе хушма пĕлỹ паракан организаци. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнĕ тапхăрта вĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе 1232,2 пин, террора хирĕçле ĕçсене йĕркелеме 1092,6 пин тенкĕ уйăрнă. Лаш Таяпа (1746169,18 тенкĕ), Çĕнĕ Пăва (3889,260 пин тенкĕ) шкулĕсенче «Пуçару бюджечĕпе» сахал мар проект пурнăçланă. Курнавăш шкулĕнче (1794019 тенкĕ) территори картине улăштарнă.

Шкул çулчченхи учрежденисене кăçал 279 ача çỹреме пуçлĕ. Шел, вĕсен шучĕ çулсерен чакать. Танлаштарма: 2021-2022 çулсенче — 411, 2022-2023 çç — 354 ача. Çакă, паллах, вĕренекенсен шутне те витĕм кỹрет: 8 шкулта 1306 ача парта хушшине ларĕ, вĕсенчен 1-мĕш класра — 84-н.

Шкултан вĕренсе тухакансем хăйсен пĕлĕвне экзаменсенче кăтартса параççĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ 165 ачаран 15-ĕшĕн сентябрь уйăхĕнче каллех патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ экзаменне тытма тивет. 11-мĕшсенчен экзаменсенче 81-ĕн тĕрĕсленнĕ. Вĕсенчен 8 ача суйласа илнĕ предметпа 70 балл пуçтарайманран уйрăм çитĕнỹсемшĕн паракан медале тивĕçеймен. Кунта психологи факторĕ те пурах.

Ăнăçу кадрсенчен килет. Вĕренỹ тытăмĕнче пĕтĕмпе 354 çын ĕçлĕ. Икĕ шкулта паянхи кун тĕлне 4 ваканси. Кадрсен ыйтăвне «Земство учителĕ» федераци программи татса пама пулăшать. Елчĕк шкулĕнче çакăнпа усă кураççĕ те: çамрăк математика хапăлласах йышăннă.

Шкулсенче «Ачалăх навигаторĕсем», «Малтисен юхăмĕ», «Раççей ăмăрткайăкĕсем», «Çамрăк арми» пĕрлешỹсем малашне те çарпа патриотла воспитани мероприятийĕсенче, СВОна хутшăнакансене пулăшассинче хăйсен тỹпине хывма тивĕç.

Вĕренỹпе спорт — юнашар. Пĕлтĕр йывăр атлетика, кире пуканĕ спорчĕ енĕпе, аслă тата вăтам ушкăнсенчи хоккеистсем Чăваш Енри ăмăртусенче çĕнтернине палăртса хăварар. ГТО енĕпе вара яланах малтисен йышĕнче. Округра пĕтĕм услови пур, çавна май вырăнти традицине кĕнĕ спортăн ытти енĕсене те кирлĕ пек аталантармалла.

Владимир Арсеньевич нумай ыйтусен анлăшĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасемпе куллен ĕçлемеллине те асăнчĕ. Учетра вĕсем — 36-н, çав шутран 19-шĕ (кăçал 3 хутшăннă) — тăлăхсем.

Шкул ачине урокра çеç мар, ытти тапхăрта та пысăк тимлĕх кирлĕ. Кунта хăйĕн ĕçне класс ертỹçи ытларах кăтартма тивĕç. Ача пуласлăхĕ мĕнле воспитани илнинчен нумай килет…

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый та шкулти аталану наставниксенчен нумай килнине, вĕсен пархатарлă ĕçĕпе кăмăллă юлнине палăртрĕ. Чи пултаруллисене «Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллине пачĕ. Вĕсем: Галина Веникова (Кушкă), Алина Данилова (Елчĕк), Алексей Лакачов (Курнавăш), Галина Чернова (Çирĕклĕ Шăхаль). ЧР вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисене Петр Кузнецов (Аслă Елчĕк), Мария Кузьмина (Çирĕклĕ Шăхаль), ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене Татьяна Сусметова (Елчĕк), Ираида Сидорова (Çирĕклĕ Шăхаль) тивĕçрĕç.

Педагогсен округри мероприятийĕсенче вĕренỹ ĕçĕн ветеранĕсене те нихăçан та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Хальхинче чыса тивĕçнисем — Альбина Векова, Дарья Кудряшова, Галина Московская. Леонард Васильевич вĕсене округ администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Курнавăшри Геннадий Дмитриевпа Анатолий Константинов, Елчĕкри Галина Иванова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Тамара Пежирова вĕрентекенсене Хисеп грамотисем илнĕ ятпа саламларĕ.

Вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотине тивĕçнисен хушшинче — Екатерина Боброва, Алина Волкова (Елчĕк), Диана Егорова («Солнышко» ача сачĕ).

Профсоюз рескомĕн ертỹçи Зинаида Степанова хăй ертсе пыракан организаци вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен интересĕсемпе çыхăннă ыйтусене епле татса панине хускатрĕ. Паллах, чи хастаррисен ĕçне асăннă ведомствăн Хисеп хучĕсемпе хакларĕ. Сахаллăн мар вĕсем: Георгий Иванов (Патреккел), Ольга Кузьмина (Елчĕк), Надежда Иванова («Солнышко» ача сачĕ), Наталия Лупан (вĕренỹ пайĕ), Валентина Васильева («Улăп» ФОК), Раиса Карсакова (Çирĕклĕ Шăхаль), Зоя Павлова (Аслă Елчĕк).

Конференци пуçланиччен фойере вĕренỹ пайĕ йĕркеленĕ «Çирĕп çемье — çирĕп Раççей» конкурс ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Унта хутшăннă Галинăпа Николай Черновсен, Ольгăпа Олег Осиповсен, Надеждăпа Виктор Карчиковсен, Аленăпа Алексей Даниловсен, Ольгăпа Сергей Красновсен, Светланăпа Николай Карамаликовсен, Любовьпа Александр Адюковсен, Евгенияпа Герасим Корниловсен çемйисем хăйсен йăх-несĕл тымарĕсене тарăннăн çутатнă стендсенче. Вĕсене пурне те дипломсемпе тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисемпе хавхалантарчĕç. Леонард Левый хăтлав хыççăн хăйĕн шухăшне калаймасăр чăтаймарĕ: «Питĕ пысăк ĕç тунă. Тĕлĕнмелле анлă, вăйлă, тĕплĕ».

Конференцие килнисен хавхаланăвĕ юрă-кĕвĕпе те çирĕпленчĕ. Вăл туйăма Вера Панкратова ертсе пыракан вырăнти культура ĕçченĕсем тата çамрăксен «Тарават» ушкăнĕ парнелерĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code